Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тĕп вырăнта - тирпейлĕхпе тасалăх

Паха тĕслĕх Çирĕклĕ Шăхаль ял администрацийĕ кашни çулах чи лайăх уйрăм хуçалăха, чи тирпейлĕ урама палăртас енĕпе конкурссем йĕркелет. - "Культурăллă та тирпейлĕ çурт" конкурса ирттернин тĕп тĕллевĕ - килти хушма хуçалăха аталантаракан граждансене, хăйсен территорине таса тытаканскерсене, яла тирпей-илем кĕртме тăрăшаканскерсене тупса палăртасси. Хисеплĕ ята тивĕçес текенсен хăйсен хуçалăхĕн тулашĕнче строительство материалĕсем е ытти япала упрама юрамасть, вĕсен картишĕ, пахчапа çурт умĕ тап-таса пулмалла, чечек-йывăçпа ешермелле. Çавăн пекех хресченĕн картишĕ, паллах, выльăх-чĕрлĕх сассипе илемлĕ пулмалла. Хуçасен пỹртри хăтлăхпа та тĕлĕнтермелле,- тет Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Кошкин кăçалхи çĕнтерỹçĕсемпе паллаштарнă май. Чăваш тытса пăхмасăр, хăй куçĕпе курмасăр ĕненмест тенипе килĕшсе лỹшкесе çумăр çуса тăрсан та Кỹлпуçри Яшинсем патне васкарăмăр. Аслă çулран пăрăнса ялалла анакан сукмакпа васкаса утатăп. Пăралуккаран аякра вырнаçман терĕç эпĕ тĕл пулас текен типтерлĕ хуçасем. - Хитре те капăр çурт вĕсен, шыраса хăшкăлмăр, - терĕ хирĕç тĕл пулнă çамрăк хĕрарăм ман ыйтăва хуравласа. Урама кĕретĕп. Çумăр та хăратмасть ял çыннине, кил хушшинче кăштăртать вăл. Пăралукка хĕрринче пурăнакансем те çуртне илем кĕртеççĕ. Кăштах кăна хĕвел тухăçнелле пăрăнсан тĕксĕм хĕрлĕ кирпĕчрен купаланă, çак тĕслех хĕç тимĕртен ăсталанă хапха умне чарăнтăм. Кунта илеме чунпа туякансем пурăнни куç кĕрет. Шăнкăрав пусатăп. Мана хирĕç вăтам пỹ-силлĕ ватă тухрĕ. Хам мĕн ĕçпе килнине пĕлтерсен кил хуçи хĕрарăмĕ тараватлăн пỹрте чĕнчĕ. Илемлĕ хапхана уçса картишне кĕрсе тăтăм. Пур çĕрте те тирпейлĕ те таса. Вите умĕнче чăх-чĕп сап-сарă тулла сăхать. Ниçта та пылчăк çăрăлмасть. Пỹртĕн тимĕр алăкне уçса шалалла кĕретĕп. Кĕрхи сивĕ çумăрта йĕпеннĕрен пỹлĕмри ăшă часах ỹт-пĕве çапрĕ. Мефодипе Вера Яшинсем курткăна хывса тĕпелелле иртме чĕнчĕç. Кил хуçи хĕрарăмĕ - Вера Ивановна ăш пиллĕ те теветкеллĕ хĕрарăм. Уçă кăмăллăскер хăйсемпе тĕплĕнрех паллаштарма ыйтсан мăн кăмăлланса лармарĕ, 49 çул пĕрле пурăннă пурнăç çинчен кăмăллăн аса илчĕ. Мефоди пичче ытларах мăшăрĕпе килĕшсе пуçне сулчĕ е лăпкăн кăна сăмах хушрĕ. Арçын ытлашши ваклама юратманни çийĕнчех сисĕнчĕ. - Çакăн пек капмар çурт çĕклеме вăй-хал ăçтан çитертĕр? Çамрăках та мар-çке эсир?- тетĕп вĕсене. - Ачасем пулăшнипе. Кĕçĕнни, Сергей, ытларах тăрăшрĕ. Вăл Мускавра ĕçлет. Алли пит çыпăçуллă унăн,- пĕлтерет амăшĕ. Кĕçĕнни ку ĕç арçыннăн, ку хĕрарăмăн тесе уйăрса тăмасть, часах урлă выртана тăршшĕ çавăрса хурать. Пушă ларнине кураймăн ăна. Унчччен те пулмасть çылăх çукскер мунчаран тухрĕ. Çапла вара тăрăшуллă ывăлпа та сăмах ваклама тỹр килчĕ. - Ачаран ĕçе вĕрентнĕ пире аттепе анне. Хулара стройкăра ĕçлетĕп. Унти пуянсен дачисене, çурчĕсене тĕрлĕ мелпе ăсталатпăр. Мĕнле материал параççĕ, пурне те ĕçе кĕртетпĕр. Ыттисене туса панипе çеç çырлахас килмест, тăван кил те хăтлă, капмар пултăр. Аннепе атте ватлăхра та пулин ырлăха тивĕçлĕ, - терĕ вăл. Сергей пултаруллă строитель кăна мар, пысăк разрядлă сварщик пулни те курăнчĕ. Яшинсен куçа тỹрех курăнакан уйрăмлăх вăл - пỹрт стенине, хапхана, çурт умĕнчи хỹмене, хапха тăрринчи арккăна тĕрлĕ эрешпе илемлетни, вĕсене ăсталанă-эрешленĕ чухне тĕссен шайлашăвне тĕпе хуни. Çавăнпах тăватă-пилĕк çул каялла тĕпрен юсаса, çĕнетсе анлăлатнă çурт халь тунă пек илемлĕн курăнса ларать. - Шурă кирпĕче пĕлсе сăрланă та ĕçĕ пĕтнĕ. Кунта илеме курма пĕлни кăна кирлĕ,- тет Сергей кăмăллăн. Вăл та мухтанса калаçмасть. - Халĕ ял çыннисем пĕри те начар пурăнмаççĕ. Яшинсен пахчинчи чечексене пăхса ытараймастăн. Кĕрхи çумăр ỹкнине, сивĕ çил вĕрнине те пăхмаççĕ вĕсем: çиçсе лараççĕ, çĕрелле усăнмаççĕ. - Тĕрлĕ сортлисене ỹстерме тăрăшатпăр. Çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннеччен илем кỹччĕр таврана,- тет Вера аппа. Пахча ĕçĕнче ашшĕпе амăшне яла килсен хĕрĕсем те пулăшаççĕ. Вĕсем хуларан пушă алăпа килмеççĕ: çитес çул та урама тĕрлĕ сортлă чечексем лартасшăн. Пỹртре те чечексем нумай. Тăван кил илемĕшĕн тăрăшнă çĕрте кашнийĕн тỹпи пур. Ашшĕпе амăшĕ ачисем ĕç тĕлне пĕлнĕшĕн пит хĕпĕртеççĕ. Сахалăн мар вĕсем: ултă пĕр тăван çитĕннĕ çемьере. Вĕсене ура çине тăратас тесе нумай тăрăшнă, куç хупман каçсене аса та илес килмест амăшĕн. Паян вара саккăрмĕш теçеткене хăвалакан ватăсем ывăл-хĕрĕн ỹсĕмĕсемпе савăнса пурăнаççĕ. - Ача-пăчана пурте хамăра пăхма çуратса ỹстеретпĕр. Пурте хăйсен вырăнĕсене тупнă, йăвисене çавăрнă, "чĕпсем" кăларнă. Тавах Турра. Ватлăхра пире тата мĕн кирлĕ,- тĕпренчĕкĕсене пĕрин хыççăн теприне аса илеççĕ ватăсем. - Ывăлсем пурте салтакра пулнă. Арçын тивĕçне чыслăн пурнăçланă,- пĕлтерет Мефодий Афанасьевич. Асли, Валентина, сывлăх хуралĕнче 25 çул тăрăшать. Ялта пурăннăран ашшĕ-амăшĕпе час-часах курнăçать. Геннадий Мускавра тĕпленнĕ. Галинăпа Николай, Станислав шур-хуламăрта. Маларах каларăм, Сергей, тĕп кил вучахĕшĕн тăрăшаканни, Шупашкарта. Пурăна киле вăл тăван килтех хунав ярасса шанаççĕ ватăсем. Хăй те хирĕç мар. - Нумаях пулмасть пирĕн çиччĕмĕш мăнук çуралчĕ,- чунне уçаççĕ ватăсем. - Ку кĕçĕннин. Унччен те пулмасть карас телефонĕ шăнкăратрĕ. Ывăл-хĕрĕсемпе мăнукĕсем чун юратнă çыннисен пурнăçĕпе кăсăклансах тăни ватăсене савăнтарчĕ. Тепĕр çул кăрлач уйăхĕнче Яшинсем çемье çавăрни 50 çул çитнине паллă тума ĕмĕтленеççĕ. Калама кăна, çак тапхăрта тумхахлă сукмакĕсем те сахал мар пулнă. Йывăрлăхсенче пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пынăран вĕсем малалла талпăннă. Телейлĕ мăшăра утса тухнă анлă çула аса илме ыйтрăм. Çамрăклăха куç умне кăларса тăратнă май иккĕшĕн те сăн-пичĕ çуталчĕ, пĕр-пĕрин çине юратуллăн пăхса илчĕç. ... Хăвăлçырма хĕрĕ шкул парти хушшинче ларнă чухнех правуррипе тĕлĕнтернĕ. Ал ĕçĕ тума пит ăста пулнă вăл. Ĕлĕкхи хĕр упраç арчи пушă ан пултăр тесе çĕрĕ-çĕрĕпе тĕрĕ тĕрленĕ, чĕнтер çыхнă...Вера ялти фермăра ĕне сума пикеннĕ. Салтакран килнĕ Кỹлпуç каччипе шăпах фермăра ĕçленĕ вăхăтра паллашнă. Мефодий ун чухне автомашинăпа сĕт турттарнă. Çулталăк ытла туслă çỹренĕ хĕрпе каччă 1963 çулхи çăварнинче çырăннă. Унтан Яшинсем мĕн пенсие тухиччен тăван хуçалăхра тăрăшнă. Вера бригадăра тĕрлĕ çĕрте вăй хунă, Мефодий руль умĕнчен анман. - Çапла ĕмĕр иртсе кайрĕ. Ватăлтăмăр пулсан та ĕçсĕр ларас килмест,- теççĕ ĕç ветеранĕсем. Пỹлĕмсене паянхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерекен юсав тунă. Хăтлă та таса вĕсенче. Канализаци ĕçлет. Котельнăйĕнчен тỹрех мунчана кайма пулать. Иккĕшĕ çеç пурăннăран яланах вак-тĕвек ĕçсене пĕрле пурнăçлаççĕ. Вера аппа хăй аллипе тĕрленĕ, çыхнă япаласене урама кăларса пăрахасшăн мар. Ара, вăхăтĕнче çĕрĕ-çĕрĕпе ыт ахальтен куç пĕтерсе ĕçлесе ларнă-и? Кил хуçи хĕрарăмĕ калашле, "паян тĕрĕ модăра мар" пулсан та пỹртре курăнмалла çакса хунă вĕсене. Кухьнăри пукансем çине меллĕ вырнаçтарнă простыньсем пасартан туяннисенчен шỹлккемрех курăнаççĕ. 60-70 çул каялла тĕрленĕ çипсен тĕсĕсем кăштах шупкаланнă, анчах пирĕ шап-шурах, пĕрре те сарăхман. Ват çынсем çапла типтерлĕхпе хăтлăхшăн тăрăшни, ял тăрăхĕнче сумлă ята çĕнсе илни çамрăк мăшăрсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Вăхăчĕ сахал пулнăран хуçасем сĕннĕ курăк чейне ĕçме те ерçеймерĕм. Вера Ивановна кукăль-пỹремĕчне тутлă пĕçернине, кăçал уйрăмах кăмпа нумай татса тăварланине пĕлсех ăшă калаçушăн тав туса уйрăлтăм. - Тепĕр чухне кĕрсе тух. Эпир яланах хавас,- ăш пиллĕн ăсатрĕç çурт-йĕре культурăллă та тирпейлĕ тытакан хуçасем. .



"Елчĕк Ен"
03 ноября 2012
00:00
Поделиться