Ача çуралассин шайĕ ỹсет
Ачаллă çемьесене пулăшакан патшалăх шайĕнчи тĕрлĕ программа пурнăçа кĕрсе пыни пурнăç пахалăхне лайăхлатма тата çемьесенче ача çураласлăха ỹстерме май парать. Кăçалхи 8 уйăхра республикăра, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 914 ача нумайрах çуралнă, вилекенсен йышĕ 488 çын сахалрах пулнă. Çуралакан ачасен йышĕ Элĕк, Елчĕк, Красноармейски, Йĕпреç, Канаш, Муркаш, Патăрьел, Комсомольски, Етĕрне районĕсенче ỹснĕ. 8 уйăхра тĕрлĕ сăлтава пула (чир-чĕре, амăшĕн сывлăхĕ хавшак пулнăран тата ытти те) 1 çулталăка çитмен 60 ача пурнăçран уйрăлнă. Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Çĕмĕрле тата Елчĕк районĕсенче çакăн евĕр пĕр тĕслĕх те пулман.
"Елчĕк Ен"