Чăваш Енри патшалăх автоинспекцийĕн ĕçченĕсем водительсем алкоголь шĕвекĕ ĕçнипе ĕçменнине тĕрĕслес тĕллевпе юпа уйăхĕн вĕçĕнче виççĕмĕш хут черетлĕ "Ỹсĕр водитель" ятпа акци йĕркеленĕ. Тĕрĕслевсен вăхăтĕнче ГИБДД сотрудникĕсем эрех ĕçнĕ хыççăн руль умне ларнă 102 водителе тытса чарса тивĕçлĕ айăплав тăратнă. Çакна та палăртса хăвармалла: ỹсĕр водительсен айăпĕпе çĕр-шыври, республикăри çул-йĕрсем çинче çулсерен чылай авари пулать. Сăмах май, юпа уйăхĕн вĕçĕнче "Çĕрпỹ-Ульяновск" автоçул çинче (Патăрьел район территорийĕнче) ỹсĕр водитель (ăна авăн уйăхĕнчи "Ỹсĕр водитель" акци вăхăтĕнче правасăр хăварнă пулнă) йĕркене пăсса хирĕç килекен çул çине тухнă, ВАЗ-21150 автомашинăпа çапăннă. ДТП вăхăтĕнче автомашинăсен водителĕсем, ВАЗ-21150 автомашинăри пассажир пурнăçран уйрăлнă. Салонри кайри ларкăча вырнаçнă икĕ ача ăнăçăва пула анчах сывă юлма пултарнă. Вĕсем тĕп хулари больницăра сипленеççĕ.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.