Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çар ретне тăраççĕ

 Кĕрхи призыв кампанийĕ пуçланнăранпа пĕр уйăх иртсе те кайрĕ. Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсен уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак тапхăрта çар ретне Елчĕкрен - 20, Комсомольски районĕнчен 25 çамрăк (республикипе 1000 каччă) тăрĕ. Ку кампани Çĕнĕ çулчченех пырать. Планпа килĕшỹллĕн, хальхи призывниксен 20 проценчĕ аслă пĕлỹллĕ пулмалла, 30 проценчĕ çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе режим чаçĕнче пурнăçламалла. Ытти çулхи пекех Президент полкне кăçал Чăваш Енри 15 каччăна ăсатма палăртнă. Кăçалтан хĕсметре тăракансен пурнăçĕнче улшăнусем пулĕç. Салтаксем малтанхи пек 6 сехетре мар, 7-ре тăрĕç. Физкультура валли кунне икĕ сехет уйăрĕç. Кашни салтака банк карточки парĕç, унта уйăхне 2000 тенкĕрен кая мар укçа куçарса пама палăртаççĕ. .


"Елчĕк Ен"
03 ноября 2012
00:00
Поделиться