Инвестици проекчĕсем пурнăçланаççĕ
Инвестици проекчĕсем пурнăçланаççĕ Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче районта инвестици проекчĕсем мĕнле пурнăçа кĕрсе пынипе паллашас тĕллевпе Елчĕк тăрăхĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов пулнă. Ертỹçĕсем чи малтанах "Урожай" ОООра хута яракан 350 пуç ĕне выльăх вырнаçмалăх фермăна çитсе курнă. Хуçалăх ертỹçи В.Кузнецов хуçалăхри лару-тăрупа, юсаса çĕнетнĕ фермăпа паллаштарнă. _ Фермăна "350 пуç вырнаçакан ĕне фермине тĕпрен юсасси" инвестици проекчĕ пулăшнипе 2011 çулта тĕпрен юсама пуçăнтăмăр. Проектăн смета хакĕ _ 15 миллион тенкĕ. Ăна ăнăçлă пурнăçа кĕртсе хуçалăхра малашне çулталăка 1000 тонна сĕт туса илмелле, _ палăртнă вăл. Иван Борисович ырă пуçарупа пурнăçланă ĕç-хĕле лайăх хак панă, инвестици проекчĕсен малашлăхĕ пысăк пулнине, вăл ăнăçлă аталанма май панине асăннă. Хуçалăх паян ура çинче çирĕп тăрать. Кунта çĕр ĕç культурисене çитĕнтерессипе тата выльăх ĕрчетессипе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Ĕçлĕ ушкăн "Комсомольски - Елчĕк" _ Кĕçĕн Таяпа автоçул çинче пулнă. 1983 çулта тунă çул-йĕре тĕпрен юсасси çивĕч ыйтусен шутĕнче. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Л.Левый пĕлтернĕ тăрăх, асăннă çула юсас ыйтăва çĕклесе Елчĕк район администрацийĕ 2008 çултах проект документацине хатĕрленĕ. Паянхи кун вăл патшалăх экспертизи витĕр тухнă. Малашне çак çул-йĕре юсаса хута яни автобус маршручĕ уçма май парать. Çакă Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнакансене анчах мар, Каркалар, Кĕçĕн Патреккел, Петровка ялĕсемшĕн те меллĕ пулĕ. Хăнасем НПО "Промсервис" АХОна та çитнĕ. Акционерла хупă обществăра кăçалхи авăн уйăхĕнче "Полиуретан туса кăларасси" инвестици про-ектне ĕçе кĕртнĕ. Унăн хакĕ 3,5 млн тенкĕпе танлашать. Общество ертỹçи Ю.Титов обществăри ĕç-хĕл çинче чарăнса тăнă, лакпа краскăсем кăларнă чух усă куракан полиуретан кăларас технологипе тĕплĕн паллаштарнă. Унсăр пуçне кунта нефть тата газ компанийĕсенче усă курма май паракан 10 тĕрлĕ продукци кăлараççĕ. Пахалăхлă продукци ют çĕр-шывра туса кăларнă продукцие улăштарнине палăртмалла. НПО "Промсервис" АХО Раççейри "Ямбурггаздобыча", "Лукойл-Бурение" (Пермь), "Татнефть" АУО, "Стимул" АХО (Оренбург), "Славнефть" (Красноярск) компанисемпе çыхăнса ĕçлет. Кăçалхи 9 уйăхра кунта 1108 тонна (29 миллион тенкĕлĕх) экструзивлă крахмал кăларнă. Обществăра опытлă ĕçченсем тăрăшаççĕ. Ĕçлĕ ушкăн йăлара усă курнă хытă каяшсен полигонĕнче те пулнă. "Стройэнергосервис" ООО директорĕ А.Нягин, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин палăртнă тăрăх, полигон санитари нормисемпе килĕшсе тăмасть. Çавна май 2010 çулта çĕнĕ полигон тăвас тĕллевпе проект хатĕрленĕ. Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕ полигон тăвас вырăн санитарипе эпидемиологи правилисемпе тата нормативĕсемпе килĕшсе тăнине палăртнă, полигон тăвас ĕçе ырласа пĕтĕмлетнĕ. Иван Моторин Елчĕксен ĕç-хĕлĕпе кăмăллă юлнă.
"Елчĕк Ен"