Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Право пĕлĕвĕ кашнинех кирлĕ

Присоединенное изображение
 2012 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри "Раççей юрисчĕсен пĕрлешĕвĕ" общество организацийĕн Елчĕкри тĕп библиотекăра вырнаçнă консультаци пунктĕнче "Патшалăх влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче граждансен ыйтăвĕсене пăхса тухмалли йĕрке" темăпа право сехечĕ иртнĕ. Унта Елчĕк районĕн патшалăх влаç территори тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем, граждансем хутшăннă. Пуçтарăннисен умĕнче чи малтанах Елчĕк район прокурорĕн çумĕ П.Кокорев тухса калаçнă. Кун йĕркинчи тĕп темăна хускатнă май вăл асăннă ыйту çивĕччисен йышĕнче пулнине, ку енĕпе чиновниксем йĕркене пăснине те палăртнă. Граждансем патшалăх влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене ыйтупа тухсан хăш та пĕр ертỹçĕ вĕсене вăхăтлă пăхса тухса кирлĕ йышăну тумасть, вĕсене хуравсăр хăварать, ыйтупа тухакана пĕлтермесĕрех унăн çырăвне ытти органсене ярса парать. Саккуна пăхăнман çакăн евĕр ытти тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ. Чылай чухне вара халăх камран пулăшу ыйтмаллине, граждансен прависене хỹтĕлес ĕçре прокуратура тĕп вырăн йышăннине, прокуратура ĕçченĕсем йĕркене пăхăнман чиновниксен тĕлĕшпе тỹрех кирлĕ мерăсем йышăнса тивĕçлĕ айăплав тăратнине те пĕлмест иккен. Çавна май прокурор çумĕ патшалăх влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче граждансен çырăвĕсене вăхăтлă пăхса тухса хурав парас йĕркесем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă, Федерацин 2006 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕнчи "Патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче граждансен ыйтăвĕсене пăхса тухмалли йĕрке" саккунĕпе паллаштарнă. Право сехетĕнче Елчĕк район администрацийĕн управляющийĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Е.Лебедева та сăмах илнĕ, райадминистрацине граждансенчен килекен çырусем пирки кĕскен каласа панă. Елена Николаевна халăха ытларах хăш ыйтусем канăç паманни, вĕсен тĕлĕшĕпе еплерех йышăнусем туни çинче те чарăнса тăнă. Пуçтарăннисем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине те хуравсем илме пултарнă.



"Елчĕк Ен"
20 октября 2012
00:00
Поделиться