Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ан ватăл, юлташ

 Раççейри пенсионерсен союзĕн регионти правленийĕ пуçарнипе йĕркеленĕ "Чыс та мухтав аслă ăру çыннисене" акци районта пысăк кăмăл-туйăмпа иртнĕ. Уйăхлăхра район пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертỹçисем, тĕрлĕ шайри депутатсем районти 53 ялта тĕл пулусене хутшăннă. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче районти кашни ялта тĕрлĕрен тĕл пулусем иртнĕ. Ватăсен ячĕпе концертсем кăтартнă. "Асанне арчи" тата ытти ал ĕç выставкисенче асаннесемпе кукамайсем, асаттесемпе кукаçисем хапăл тусах хутшăннă. Пенсионерсен республикăри уйрăмĕн председателĕ В.Сапожников Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче пулса ял аталанăвĕнче, çамрăксене воспитани панă çĕрте активлă ветерансене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Патреккелĕнчи халăх хорĕн ветеранĕсем "Чунсем ватăлмаççĕ" вăйă программинче киленчĕç. Районти тĕп библиотекăра Çĕнĕ Эйпеçри А.Романова ветеран-библиотекарĕн 75 çулхи юбилейне халалланă каç та чунсене савăк кăмăл парнелерĕ. Шкулсенче те аслă ăру çыннисене хисеплесе пулăшасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. "Тим-лĕх", "Юнашар пурăнать ветеран", "Саламлатпăр", "Ватăсене пирĕн пĕчĕк пулăшу", "Çывăх çынна пулăш" ыр кăмăллăх акцисене çамрăксемпе тан ватти-вĕтти хутшăннă. Уйăхлăхра кăна мар, ытти чухне те ватăсем пирки манар мар.


"Елчĕк Ен"
20 октября 2012
00:00
Поделиться