Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сиенленесрен асăрханăр

 

Халĕ шăпах кăмпа пухмалли вăхăт. Ăна çисе сиенленесрен мĕнле асăрханмалла? Кăмпасене çамрăкла пуçтармалла, типсе кайни, хуртланни, ытлашши ỹсни, лаймакаланни, пăнтăхни юрăхсăр. Наркăмăшлă кăмпасем вĕретсен те, тăварласан та хăйсен сиенлĕ хутăшĕсене çухатмаççĕ. Çиме юрăхлисене те чĕрĕлле тутанса ан пăхăр. Кăмпапа наркăмăшланнин малтанхи паллисем çинĕ хыççăн 6-10 сехетрен сисĕнеççĕ. Хырăм тулса тăрать, касса ыратма пуçлать, хăсас килет. Вăй пĕтни сисĕнет, пуç ыратма тытăнать. Хăв тĕллĕн сипленни усăсăр. Çавăнпа та врача чĕнмелле. Эрех-сăра ĕçессине хирĕçлемелле, вĕсем наркăмăшлă япаласене организма саланма пулăшаççĕ çеç. Вар-хырăма тасатма тăрăшмалла. Врач киличчен сиенленнĕскере вырăн çине вырттармалла. Ача-пăчан кăмпа çимелле мар. Пĕлнĕ-пĕлмен кăмпана татмалла та мар. Пĕр хут вĕретнĕ шыва сыпса ан пăхăр. Пасартан кăмпа туянас тесен лаборатори тĕрĕслевĕ витĕр тухнине çирĕплетекен талона кăтартма ыйтăр. Çул хĕрринчи йывăçсен айĕнче çитĕннĕ кăмпасене татма сĕнмеççĕ.




"Елчĕк Ен"
19 сентября 2012
00:00
Поделиться