"...КĔРКУННЕ ШУТЛАÇÇĔ"
"Колос" ял хуçалăх предприятийĕ ку чухнехи техникăпа тата технологипе тĕрĕс усă курма тăрăшни куç умĕнче. Машина трактор паркĕ çĕнĕ техникăпа, ферма ăратлă мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхпе пуянланса пыни те çакна аван çирĕплетет. Çавна май кунта уй-хир тухăçĕ те, ĕнесен продуктивлăхĕ те хушăнсах пырать. - Апла пулсан та йывăрлăхсемсĕр те мар, - палăртать хуçалăха ăнăçлă тытса пыракан ертỹçĕ Н.В. Зайцев. _ Е 2010 çулхи пек шăрăх çанталăк сисĕнмеллех сиен кỹрет, е ытти сăлтавсем пĕр тикĕс аталанма чăрмантараççĕ. Çапах та ĕçе юратакан хресчен тăрăшнипе çирĕп-пĕнех ура çинче тăратпăр. _ Каçарăр та, Николай Васильевич, сирĕн хирте çур аки вăхăтĕнче вĕр-çĕнĕ техника та "чăхăмлани" пулман мар, теççĕ... _ Тĕрĕсех. Хăватлă, пысăк ака комплексĕ путса ларни те, хăш-пĕр агрегатсене вырăнти условие кура йĕркелесе вăхăт иртни те асран тухман. Анчах "Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ" тенĕ евĕр, çур акине те, çуллахи ĕçсене те, вырмана та кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа ирттерме пултартăмăр. Алексей Андреев, Александр Зайцев, Евгений Васильев тата вĕсем пекех хастар ытти механизаторсем тăрăшни сая каймарĕ: кашни гектартан вăтам шутпа 29 центнер ытла тыр-пул пухса кĕртрĕмĕр. Уйрăм лаптăксенчен сĕлĕпе урпа 50-55 центнер таранччен тухса савăнтарчĕç. Чăн та, вăрах вăхăт çумăр çуманнине пула пысăк сиен курма пуçланă 130 гектар çинчи пĕрчĕллĕ культурăсене çулса сенажа (тырă сенажĕ тетпĕр ăна) хывмалла пулчĕ. Апла пулин те алла илнĕ паха тырăран сахал мар пайне лайăх хакпа вырнаçтарса чылай тупăш илме пултартăмăр. _ Тырă сенажĕ хыврăмăр терĕр те...Сирĕн выльăх-чĕрлĕх валли паха апат çителĕклех пулĕ? - Паллах. Лайăх апатсăр сĕтне те, аш-какайне те туса илме çук. Вăл вара çулталăкĕпех тупăш илмелли çăл куç - чĕрĕ валюта пекех. Кăçал, акă, пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарсан, кашни ĕнерен сĕт сăвасси 1000 литр патнеллех ỹсрĕ. Кĕтĕве те майĕпен ỹстерсе пыратпăр. Тепĕр уйăх çурă _ иккĕрен çĕнĕ вите хута яратпăр. Хуçалăха йĕркеленĕ чухне витере 45 ĕнеччĕ. Халĕ вĕсем 100 ытла. Кĕçех 200 пуçа çитеретпĕр. - Ăратлă выльăх туянма та, парка çĕнетме те нумай укçă-тенкĕ кирлĕ. - Çапла. Анчах шутласа, малашлăха курса ĕçлесен кăткăслăхран тухма пулать. Тырра лайăх хакпа вырнаçтарса самай укçа илме ĕлкĕрни çинчен каларăм ĕнтĕ. Ашпа сĕт те услам кỹрет. Çав вăхăтрах... çĕнĕ техникăпа тата технологипе ĕçлени çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе саппас пайсем туянма каякан тăкаксене çурри таран чакарма, çулсерен çĕр-çĕр пин тенкĕ перекетлеме май парать. - Ăнăçлăх сунатпăр сире тата ял ĕçченĕсене! |