Халăх лăпкăлăхĕ - аталану никĕсĕ
Иртнĕ эрнере Чăваш Республикинчи Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин националь-ноçсен ĕçĕсен канашĕн ларăвĕ пулса иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Александр Иванов ертсе пынă. Лару ĕçне Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсем, федерацин территори органĕсен Чăваш Енри ĕç тăвакан влаç органĕсем, муниципалитет тата хула тăрăхĕсенчи национальноçсен ĕçĕсен канашĕсен ертỹçисем, республикăри наципе культура пĕрлешĕвĕсен представителĕсем хутшăннă. Пуçтарăннисен умĕнче Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов сăмах илнĕ. Вăл "Паянхи саманара Чăваш Республикинчи муниципалитет районĕсенчи тата хула тăрăхĕсенчи национальноçсен ĕçĕсен канашĕсен ĕç-хĕлне çĕнетмелли задачăсем çинчен" темăпа доклад туса панă. Докладра Вадим Петрович республикăра пурăнакан тĕрлĕ наци çынни туслă хутшăнура пурăннине, вĕсем хăйсене хỹтлĕхлĕ те хăтлă туйнине те палăртнă: _ Чăваш Енре килĕшỹ тата пĕр танлăх хуçаланнинчен общество тăнăçлăхĕ килет, çакă республикăна ăнăçлă аталанма, экономикăри тата социаллă пурнăçри тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма май парать. Ларура çавăн пекех Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ Йĕпреç районĕнчи национальноçсен ĕçĕсен канашĕн председателĕ Николай Чугаров сăмах илнĕ. Вăл пуçтарăннисене хăйсен районĕнчи национальноçсен ĕçĕсен канашĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăнă. Асăннă районта, республикăри пекех, тăнăçлăх хуçаланать: этем хăш наци çынни пулнине, мĕнле чĕлхепе калаçнине, хăш тĕне ĕненнине, мĕнле социаллă лару-тăрура пурăннине, общество организацийĕнче тăнине пăхмасăр халăх прависемпе ирĕкĕсен пĕр танлăхне сыхласа хăварасси тĕп вырăнта. Ларура çавăн пекех Чăваш Республикин Национальноçсен ĕçĕсен канашĕ умĕнче тăракан тĕллевсене палăртнă.
"Елчĕк Ен"