Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пуçран шăлмаççĕ

Çул çитмен ачисене алимент тỹлессинчен пăрăнакансене пуçран шăлмаççĕ. Çак кунсенче Елчĕк районĕнчи 1-мĕш номерлĕ миравай суд участокĕ Ю. гражданинăн ĕçне пăхса тухрĕ. Алимент тỹлессинчен пăрăннăшăн маларах асăннă гражданина "Юсану ĕçĕсем" наказани парса хăварнă. Çапах та Ю. тỹрĕ çул çине тăрса йăнăшне тỹрлетме васкаман, йĕркене пăхăнман. Ю. ĕçне суд хальхинче тепĕр хут пăхса тухрĕ, маларах панă наказание пăрахăçласа алимент тỹлесрен пăрăнакана 2 çул та 6 уйăха ирĕк прависĕр хăварса колони-поселение яма йышăнчĕ.


"Елчĕк Ен"
15 сентября 2012
00:00
Поделиться