Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче - "Наци кросĕ-2012"
Пĕтĕм Раççейри "Наци кросне" кашни çулах йĕркелеççĕ. Кăçал вăл авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртет. Ăна Елчĕкре тата кашни ял тăрăхĕнче йĕркелеççĕ. Вăл пĕтĕм çĕрте кăнтăрла 12 сехетре пуçланать. "Наци кросне" хутшăнакансем çакăн пек дистанцисенче чупаççĕ: пĕрремĕш ушкăн - 9-мĕш класчен вĕренекен хĕр ачасем - 1000 метр; иккĕмĕш ушкăн - 9-мĕш класчен вĕренекен арçын ачасем - 2000 метр; виççĕмĕш ушкăн - 11-мĕш класчен вĕренекен хĕр ачасем - 2000 метр; тăваттăмĕш ушкăн - 11-мĕш класчен вĕренекен арçын ачасем - 3000 метр; пиллĕкмĕш ушкăн - 35 çулчченхи хĕрарăмсем - 2000 метр; улттăмĕш ушкăн - 40 çулчченхи арçынсем - 3000 метр; çиччĕмĕш ушкăн - 35 çултан аслăрах хĕрарăмсем - 1000 метр; саккăрмĕш ушкăн - 40 çултан аслăрах арçынсем - 2000 метр. Мала тухакансене дипломсем тата призсем кĕтеççĕ.
"Елчĕк Ен"