Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕр ĕçĕ - йывăр ĕç

Светлана АРХИПОВА.
Присоединенное изображение
Çĕр ĕç культурисене алла илессинчи ăнăçлăх çанталăк условийĕнчен нумай килет. Кĕрхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçламалли вăхăтра кăçал та, иртнĕ çулхи пекех, тăтăш çумăр çăвать. Çавна май ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче кĕрхи çĕртме тăвасси, çĕр улми кăларасси тата ытти ĕçсене пурнăçласси кая юлать. - Уяр кунра 25 гектар лаптăкри çĕр улмине пухса кĕртме пĕр эрнерен ытла вăхăт иртес çукчĕ, хальхинче çак ĕç виçĕ эрнене тăсăлать, - тет "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи копалкăпа çĕр улми кăларакан, нумай çул çĕр ĕçĕнче пиçĕхекен Валерий Сергеев механизатор. Сергей Баймушкин механизатор та аслă юлташĕн сăмахне çирĕплетет. Кĕçнерни кун çумăр çумарĕ, çавна май анасем самай типшĕрме ĕлкĕрнипе усă курса ялти хĕрарăмсем ( вĕсемпе пĕрле ял хуçалăх предприятийĕн бухгалтери ĕçченĕсем те) эрне кун ирхине сакăр сехет çитичченех ĕçе пикенчĕç. Малтанхи кунсенче ял хуçалăх предприятине çĕр улми пухса кĕртессинче Тăрăмри тата Елчĕкри шкулсенче вĕренекенсем пысăк пулăшу кỹнĕ. Халĕ кунта "иккĕмĕш çăкăра" юлашки гектарсем çинчен кăлараççĕ. Пур пĕрех, анасем лайăх типсе çитейменрен ĕç кал-кал пымасть. Çак условире тăкаксем пулнине те пытараймăн, çĕр улмине уяр çанталăкра пухса кĕртме пỹрнĕ пулсан тухăç 150 гектар анчах пулас çукчĕ. Олег Кириллов, Сергей Афанасьев, Алексей Чернов, Виктор Цыганов водительсемпе Иван Иванов механизатор та çак кунсенче уйран кайма пĕлмерĕç. Вĕсем шкулсенче вĕренекенсемпе хуçалăхра тăрăшакансем пуçтарнă çĕр улмине ятарлă хранилищĕне турттарчĕç. - Пахалăхлă продукта кирек хăш вăхăтра та сутма ĕлкĕретпĕр, паянхи тĕллев - ăна алла илесси, - тет Юрий Мясников председатель. Ял хуçалăх предприятийĕнче уяр çанталăкпа усă курса çак вăхăтчен 700 гектар ытла (80 процент) кĕрхи çĕртме сухи тунă. Çак ĕçе пĕтĕмпех Михаил Петров, Валерий Иванов тата Вениамин Иванов механизаторсем пурнăçланă.


"Елчĕк Ен"
15 сентября 2012
00:00
Поделиться