Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Юратнă ĕçре - 36 çул

Присоединенное изображение

 Юратать вăл хăй ĕçне,

Улăштармĕ нимĕнпе.

Турă панă тивĕçне

Пурнăçлать чун хушнипе.

1957 çулта ылтăн кĕркунне ăшă та хĕвеллĕ кун Таяпа Энтри ялĕнчи Сергей Яковлевичпа Мария Димитриевна Григорьевсен çемйинче иккĕмĕш хĕр ача кун çути курнă. Кĕтнĕ хĕре ашшĕпе амăшĕ Елена ят панă. Лена ача чухнех уçă кăмăллă, ăшă та илĕртỹллĕ пулнипе палăрса тăнă. Пĕчĕкренех тирпейлĕхе хăнăхнă, туслăха хаклама, çынна хисеплеме пĕлнĕ вăл. Хĕр ача шкулта лайăх паллăсемпе вĕренсе пынă, парта хушшинче ларнă вăхăтрах медицина ĕçченĕ пулас ĕмĕтпе çунатланнă. Шкул пĕтерсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе Елена Григорьева Канаша çул тытать, кунти медицина училищине вĕренме кĕрет. Алла специальность илсен 1976 çулта хĕре шăпа Элĕк районĕнчи тĕп больницăри хирурги уйрăмне илсе çитерет. Кунта 3 çул медицина сестри пулса вăй хурать вăл. Çапах та чунĕ унăн тăван киле, тăван районах туртăнать. 1979 çулта Елена Сергеевна Елчĕке таврăнать, тĕп больницăна хирурги уйрăмне ĕçлеме вырнаçса паянхи кунчченех унта тăрăшать. Хăйне шанса панă юратнă ĕçе чун хушнипе тĕплĕн, яланах вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлать, яваплăха çирĕп туять. Чирлисене эмелпе анчах мар, ăшă сăмахпа та сипленме пулăшать вăл. Коллективра ăна ăшă та ырă кăмăллă пулнăшăн, вашаватлăхшăн тата ĕçченлĕхшĕн хисеплеççĕ. Аслă категориллĕ медицина сестрине ĕçри çитĕнỹсемшĕн Хисеп хучĕпе, Тав çырăвĕпе, ытти наградăпа пĕрре анчах мар чысланă. Чи сумли вара - "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçни. Елена ял каччипех - Борис Сосипаторович Ивановпа пĕрлешнĕ. Пурнăç сукмакĕпе пĕрле шăкăлтатса утса хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ туслă çемье. Полина хĕрĕ амăшĕн çулĕпе утма кăмăл тунă - тухтăр профессине алла илсе паянхи кун Мускавра ĕçлесе пурăнать. Александр ывăлĕ тĕп хуламăрта юратнă ĕçĕнче тăрăшать. Ивановсем тĕп килте пурăнаççĕ. Харсăр та çирĕп кăмăллă Елена ватăсемпе малтанхи кунсенчех пĕр чĕлхе тупнă. Сосипатор Сергеевичпа Анна Осиповна пăрчăкан пек вăр-вар та ĕçчен, çепĕç чунлă, ăшă кăмăллă кинĕпе яланах кăмăллă. Çавна май çемье шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăнать. Пĕр урамра пурăнакансем те яланах кăмăллă медицина ĕçченĕпе. Тивĕçе çирĕп туяканскер пулăшу ыйтакансем патне талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те çитет. Çавăншăнах хисеплетпĕр эпир Елена Сергеевнăна, мăнаçланатпăр унпа. Таяпа Энтри ялĕнче Йăлăмкас урамĕнче пурăнакан юлташĕсем.



"Елчĕк Ен"
12 сентября 2012
00:00
Поделиться