Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Социаллă карта çăмăллăх кỹрет

 Виçĕм кун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Елчĕк районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станцин ветеринари врачĕ И.Николаева сыснасене Африка чуминчен сыхланмалли йĕркепе, ку енĕпе районта туса ирттернĕ мероприятисемпе паллаштарчĕ. Лаш Таяпа тата Тăрăм ял тăрăхĕсен ертỹçисем С.Ермакова, В.Александров çак чиртен сыхланса пурнăçлакан ĕçсем çинчен каласа пачĕç. Халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай начальникĕ И.Аникина граждансен уйрăм категорийĕсене Чăваш Республикин социаллă карттине парас ĕç мĕнле пыни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Хальлĕхе çак карттăна илме районта пурăнакан 374 çын заявлени панă. Социаллă карттăна Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин саккунĕсемпе килĕшỹллĕн Федераци тата Чăваш Ен шайĕнче социаллă пулăшу илекен ĕç ветеранĕсене, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕсене тата ветеранĕсене, вăрçă çулĕсенчи тыл ветеранĕсене, I, II, III ушкăнсенчи инвалидсене, хисеплĕ донорсене, вăрçă хыççăнхи çулсенче хĕрỹ точкăсенче хĕç-пăшаллă тытăçусене хутшăннă ветерансене тата ытти ушкăнри граждансене тỹлевсĕр параççĕ, унпа усă курнăшăн укçа илмеççĕ. Социаллă карттăсем çинче упранакан укçа-тенкĕ кашни кварталта 3,5 процент хушăнса пырать. Социаллă карттăна районти социаллă хỹтлĕх пайĕнче параççĕ. Ун çине пенси, ытти социаллă пулăшу укçине куçараççĕ, Перекет банкĕн филиалĕсемпе çыхăнса социаллă карта çине граждансем хăйсен укçи-тенкине те куçарма пултараççĕ. Социаллă карттăпа усă курса граждансем коммуналлă пулăшусемшĕн, телефонпа усă курнăшăн, кредит парăмне татма, туянакан таварсемшĕн тата ытти енĕпе укçа-тенкĕ тỹлеме пултараççĕ. Çакăн çинчен тĕплĕнрех социаллă хỹтлĕх пайĕн сайтне кĕрсе паллашма пулать. Социаллă карттăна парассине социаллă пулăшу илекен граждансене пулăшма йĕркеленĕ. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов кĕрхи уй-хир ĕçĕсем районта мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.


"Елчĕк Ен"
12 сентября 2012
00:00
Поделиться