Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хĕл çирĕп ыйтать

 Пур ĕçĕн те хăйĕн вăхăчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ урапана хĕллех, çунана вара çуллах хатĕрлеме хушнă. Кĕр кунĕсене хĕл ылмаштарасси те нумаях юлмарĕ. "Шурă шăнасем" вĕçме тытăниччен хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕх витисене хĕл каçма хатĕрлесе çитернĕ-ши? Ку тĕлĕшпе ĕçсем пыраççĕ. Районта мăйракаллă шултра выльăхсем усрамалли 58, сыснасем тытмалли 28 вите шутланать. Вĕсене, тĕпрен илсен, хĕле валли хатĕрлесе çитернĕ: дезинфекци тунă, шуратнă, юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Хуçалăхсенчи витесене çĕнетессипе те ĕçлеççĕ. Акă, "Прогресс" АХОра сыснасене искуственнăй майпа пĕтĕлентермелли фермăра реконструкци тунă, пурĕ 3 миллион тенкĕ тăкакланă. "Эмметево" ОООра сĕт-çу фермине 30 миллион тенкĕлĕх, "Урожай" ОООра 350 ĕне вырнаçмалăх витене, Н.П.Бикулов ХФХĕнче ĕнесем тытмалли пỹлĕмсене 19 миллион тенкĕлĕх реконструкцилеççĕ. "Колос" ЯХПКра мăйракаллă шултра выльăхсене тытмалли фермăна, сĕт сумалли зала çĕнетесси малалла пырать. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе те лару-тăру, иртнĕ çулхипе танташтарсан, лайăхрах. Пĕтĕмпе 15023 тонна, е кашни мăйракаллă шултра выльăх пуçне 26 центнер апат единици хатĕрленĕ. Выльăхсем валли 4822 тонна утă, 34224 тонна сенаж, 5861 тонна силос хатĕрленĕ. Ку енĕпе те ĕçсем малалла тăсăлаççĕ. "Прогресс", "Комбайн", "Победа" хуçалăхсенче выльăх апачĕ 2 çуллăх валли те пур. Апат çителĕклĕ пулсан, продуктивлăх та пысăк. Кăçалхи 8 уйăхра аш-какай туса илессине иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 12 процент ỹстернĕ - вăл 2836 тоннăпа танлашнă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче 9427 тонна сĕт туса илнĕ. "Прогресс", Ленин ячĕллĕ, "Яманчурино" "Сатурн", "Рассвет", "Победа", "Колос", "Труд", "Урожай", "Знамя" хуçалăхсенче сĕт туса илессине ỹстерсе пыраççĕ пулсан, "Аранчеево", "Кушкă", "Свобода", "Марс" хуçалăхсенче чакарнă. Иртнĕ 8 уйăхра кашни ĕнерен 3751 килограмм сĕт сунă.


"Елчĕк Ен"
12 сентября 2012
00:00
Поделиться