Ачасăр пурнăç калчасăр уй-хир, тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Пирĕн пепкесем - ăрăва малалла тăсакансем, ашшĕ-амăшĕ пуçланине малалла пурнăçлакансем, пурнăçа пĕтме паман этемлĕх калчисем. Мĕн авалтанах этем ачасенче ватлăхри тĕреке, пуласлăхри шанчăка курнă. Леш тĕнчене кайсан та хăйсем хыççăн ырă ят юлтăр тесе нумай ача çуратнă, вĕсем йăх-несĕле пĕтме ан паччăр тенĕ. Ывăл-хĕрне мĕн пĕчĕкрен ĕçе вĕрентсе маттур та пултаруллă ỹстерсе ял-йыш хисепне тивĕçес тесе ăнтăлнă. Пĕр вăхăт çемье институчĕ хавшаса пынăн туйăнатчĕ, ача çуратасси çине те урăхла пăхатчĕç. Пирĕн асанне-кукамайсем 5-10 ача çуратса ỹстернĕ пулсан, анне-атте çулĕсенчи мăшăрсем 1 е 2 ачапах çырлахнă. Эпир те сак тулли ача ỹстерме тĕллев тытман. Юрать, хальхи вăхăтра çамрăксем ача çуратасси çине урăхларах пăхма пуçларĕç. Икĕ, виçĕ пепке çуратакансем йышланчĕç. Паллах, тĕпренчĕкĕмĕрсене ỹстерсе çын тăвасси çăмăл ĕç мар. Укçи-тенки те, сывлăхĕ те кирлĕ. Çапах та йывăрлăхсенчен хăраман çемьесем пурри савăнтарать. Акă, районти социаллă хỹтлĕх пайĕнче 3 е ытларах ача ỹстерекен 276 çемье учетра тăрать. Вăл шутран пилĕк ачаллисем те пур. Елчĕкри Петровсем, Воронцовсем, Федоровсем пиллĕкмĕш тĕпренчĕкĕсене алла илчĕç. Патшалăх нумай ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăрнипе çыхăннă çакă. Нумай ачаллă çемьесене "Чăваш Республикинчи ачасене социаллă пулăшу парасси çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн патшалăх тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшать. Калăпăр, çĕр участокĕ уйăрса пани те çемьене çăмăллăх кỹрет. Вĕсем унта пỹрт лартма е хушма хуçалăха аталантарма пултараççĕ. Çĕр участокĕ илес тесе хальлĕхе 27 çемье заявлени çырнă, вĕсенчен 13-шĕ çĕр участокĕллĕ пулнă. Нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекен пепкесем кашни çулах хула çумĕнчи кану лагерĕсенче сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ. Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр урлă 48 ача каннă пулсан, вĕсенчен 15-шĕ нумай ачаллă çемьерен. Кăçалтан виççĕмĕш е ытларах ача çуратакансене (усрава илекенсене) федераци бюджетĕнчен паракан амăшĕн капиталĕсĕр пуçне 100 пин тенкĕпе танлашакан хушма пулăшу параççĕ. Ăна илме районти 47 çемье заявлени çырнă. Вĕсенчен 42-шĕ çав пулăшăва илнĕ те ĕнтĕ. Кил-çурт ача сассипе илемлĕ. Çавăнпа та районта нумай ачаллă çемьесем йышланасса, çĕр-шыври демографи лару-тăрăвĕ лайăхланасса шанма пулать.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.