Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çăмăл атлетсем тупăшрĕç

Присоединенное изображение

Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп стадионта çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн, СССР летчик космонавтне, икĕ хут Совет Союзĕн Геройне Андриян Григорьевич Николаева асăнса ирттерекен республика шайĕнчи çăмăл атлетсен эстафетине хутшăнма чи вăйлисене суйласа илесси пулчĕ. Çак кун çанталăк ăшă та уяр тăни ăмăртăва хутшăнакансенне анчах мар, курма килекенсен кăмăлĕсене те çĕклерĕ. Тĕп стадиона пуçтарăннисене чи малтанах Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый саламларĕ, ырлăх-сывлăх, пурнăçра тата спортра ăнăçусемпе çитĕнỹсем сунчĕ. Елчĕк райадминистрацин пайĕсем, ял тăрăхĕсем, предприятисемпе организацисем, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп тата вăтам шкулсем тăратнă командăсем 7 ушкăнра ăмăртрĕç. Кашни участник 400 метра чупрĕ. Райадминистрацин пайĕсем хушшинчи ăмăрту чи вăйлисем финанс пайĕн ĕçченĕсем пулнине кăтартса пачĕ. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене ял хуçалăхĕпе капиталлă строительство пайĕсен пĕрлештернĕ тата вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн командисем йышăнчĕç. Ял тăрăхĕсен хушшинче Елчĕк ял тăрăхĕн команди çĕнтерчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Лаш Таяпапа Курнавăш командисем пулчĕç. Предприятисемпе организацисем хушшинче чи хастаррисем - "Прогресс" ЗАО ĕçченĕсем. Вĕсем хыççăн финиша районти тĕп больница тата "Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕн командисем çитрĕç. Вĕренỹ учрежденийĕсенче тăрăшакансемпе шкул ачисен хушшинчи ăмăрту уйрăмах хĕрỹ иртрĕ. Педагогсем ăмăртăва тухсан стадион шкул ачисен ăнăçу сунакан хавхалануллă сассисемпе тулса ларчĕ. Тĕп шкулсем хушшинче Чăваш Тăрăм, Кивĕ Эйпеç, Кĕçĕн Таяпа, вăтам шкулсем хушшинче Çирĕклĕ Шăхаль, Елчĕк, Курнавăш шкулĕсен вĕрентекенĕсем чи вăйлисем пулчĕç. Тĕп шкулсенче вĕренекенсен командисем 2-шер хĕр ачапа арçын ачаран, вăтам шкулсенче пĕлỹ пухакансен 3-шер хĕрпе каччăран йĕркеленчĕç. Тĕп шкулсен тата вăтам шкулсен хушшинче Кĕçĕн Таяпасемпе Çирĕклĕ Шăхальсене çитекенсем пулмарĕç. 2-мĕш вырăнсене Патреккел тата Елчĕк шкулĕсен ушкăнĕсем йышăнчĕç. Тĕмерсемпе Аслă Елчĕксен вĕренекенĕсем финиша 3-мĕш çитрĕç. Çĕнтерỹçĕсем дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçрĕç. Вĕсене тĕп хуламăрта иртекен тупăшуран та çĕнтерỹпе таврăнма ăнăçу сунар. Сăмах май, "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн пыракан эстафета кăçалхипе 74-мĕш хут иртет. Ăмăртăва яланхиллех Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе пĕрле министерствăсемпе ведомствăсен ертỹçисем, депутатсем, район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнĕç. 



"Елчĕк Ен"
12 сентября 2012
00:00
Поделиться