Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ултавçăсенчен асăрханар!

Хăйсене социаллă ĕçченсем пек кăтартса ватăсен килĕсене кĕрсе парнелĕх тĕрлĕ таварсем сĕнекен, вĕсемшĕн пысăк укçа-тенкĕ илсе тухса каякан ултавлă çынсем йышланни кашнинех сисчĕвлентерме тивĕç. Çакăн евĕр тĕслĕх пирĕн районта та пĕрре анчах мар пулни тимлĕхе ỹстерме хистет. Хăйсене улталанине пĕлтерсе районти хăш-пĕр пенсионерсем Елчĕк район прокуратурипе çыхăнчĕç, прависене хỹтĕлеме ыйтрĕç. Прокурор тĕрĕслевĕ хыççăн çакă паллă пулчĕ: Шупашкарта пурăнакан икĕ гражданка хăйсене "Дарина" лавкка ĕçченĕсем пек кăтартса пенсионерсен килĕсенче пулнă. Ватăсен шанăçĕпе усă курса вĕсене парне паратпăр тесе йăлара усă куракан тĕрлĕ техника сĕннĕ, уншăн 5990 тенкĕ укçа ыйтнă. Çак суммăна илнĕ парнесемшĕн тивекен налук вырăнне каярах Пенси фончĕ урлă куçарса пама шантарнă. Пенсионерсенчен илнĕ заявленисене тата материалсене эпир Елчĕк районĕнчи полици пайне ярса патăмăр. Следстви органĕсен процессуаллă тĕрĕслевĕ хыççăн ултавлă майпа пуйма шутланă икĕ хĕр тĕлĕшĕпе Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 159-мĕш статйин 2 пайĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă.


"Елчĕк Ен"
08 сентября 2012
00:00
Поделиться