Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕрлехи укçа пĕрлехи хваттер валли

 2007 çултанпа пирĕн çĕр-шывра амăшĕн капиталĕ çинчен калакан саккун ĕçлет. Ку таранччен Чăваш Республикинче 37269 çемье амăшĕн капиталĕн сертификатне тивĕçнĕ. Чылайăшĕ укçана пурăнмалли çурт условийĕсене лайăхлатма ярать. Шел пулин те, çак укçана суя мелпе алла илсе пачах урăх тĕллевпе усă куракансем те пур. Амăшĕн капиталĕпе çурт туяннă е ипотека кредитне саплаштарнă чухне мĕнле самантсене шута илмеллине Раççей реестрĕн управленийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертỹçин çумĕ Ирина Пудова паллаштарать. - Ирина Николаевна, амăшĕн капиталне илнĕ çемьесен чи малтанах мĕн пĕлмелле? - Саккунпа килĕшỹллĕн амăшĕн капиталĕпе усă курса туяннă çурт (хваттер) ашшĕ-амăшĕпе ачисен харпăрлăхĕ пулса тăрать (вăл шутра пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш тата ун хыççăн çуралнă ачасен те, çемьере çак сертификат вĕсене пула тивĕçнĕ-çке), кашнине пай тивĕçет. Паллах, хваттере ашшĕ е амăшĕ çине кăна çыртарма та пулать, анчах кун пек чухне хваттер туянаканăн кайран та ăна пурпĕрех çемьери мĕн пур çын ячĕпе çыртарма тивет. Саккунпа çакна ултă уйăхра (пенси фондĕнчен укçа куçарнă кунран шутлаççĕ) туса ĕлкĕрмелле. - Хваттере каярахпа пур çын çине те çыртаратпăр тенине пурте пурнăçлаççĕ- и? - Шел пулин те, хăшĕ-пĕри асăннă йĕркесене пурнăçлама васкамасть. Пĕр тĕслĕх кăна илсе парам. Икĕ ачаллă мăшăр хăйсен хваттерне сутса урăх çурт туянма хутсем пухма тытăннă. Сутаканнипе пĕтĕмпех калаçса килĕшнĕ. Анчах хваттер докуменчĕсене тишкернĕ чухне ăна амăшĕн капиталĕпе туянни тата амăшĕ çине кăна çыртарни палăрнă. Хваттер вара çемьери кашни çыннăн харпăрлăхĕ те пулмалла. Ку йĕркене пăснă. Паллах, çурт туянас ĕçе чарса лартма тивнĕ. Хайхисем хыпалансах хваттере кашнин çине пайласа çыртарма пуçланă. Анчах вăхăт иртет-çке. Çурт хуçи вĕсене кĕтмесĕрех ăна урăххине сутса ярать. Çемьен çĕнĕ çурт шырама тивет. Çак ĕçе хăй вăхăтĕнче тунă пулсан нимĕнле йывăрлăх та пулмастчĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи сакăр çынран тăракан çемье вара 11,46 тăваткал метрлă пỹлĕм туянма займ илнĕ. Çакнашкал пысăк çемьешĕн 11 тăваткал метр туянни хăш енчен пăхсан пурăнмалли условисене лайăхлатни пулать-ши? - Йĕркене пăсакансем тата пур-ши? - Комсомольски, Вăрмар, Çĕрпỹ, Улатăр тата ытти районсенче амăшĕн капиталĕпе усă курса саккуна пăснă тĕслĕхсем пулнă. Йĕрке хуралĕн органĕ, прокуратура çакнашкал ĕç-пуçа асăрхасан тỹрех укçа куçарассине чарса лартать. Саккунпа килĕшỹллĕн амăшĕн капиталĕпе çывăх тăвансенчен çурт туянма юрамасть. Урăхла каласан, вăл е ку çемье хăйсен аслашшĕпе асламăшĕн е пиччĕшĕпе аппăшĕн хваттерĕнче ниепле те пая кĕме пултараймасть. Тăвансем пулнипе пулманни документсенчен тỹрех курăнать. Амăшĕн капиталне тỹрех алла çавăрса илес текенсем пур. Пĕр çемье пирĕн управленине çурт туянма документсем тăратнăччĕ. Укçине куçарсанах килĕшĕве пăрахăçларĕç. Ултава сиссе тỹрех йĕрке хуралĕпе Пенси фондне пĕлтертĕмĕр. Эпир иккĕленни тỹрре тухрĕ. - Амăшĕн капиталне алла илме пулăшатпăр текен пĕлтерỹсем халĕ кашни юпа çинче тенĕ пек çакăнса тăраççĕ. Укçана саккунсăр майпа илессинчен мĕнле сыхланмалла? - Амăшĕн капиталне кредит кооперативĕсене куçарса займ килĕшĕвĕпе çурт илме укçа куçаратпăр текенсенчен пăрăнмалла. Посредниксем сĕнекен иккĕленỹллĕ ĕç-пуçпа килĕшмелле мар. Сертификат хуçине хăйне те преступлени тума хутшăннăшăн айăплама пултараççĕ. Çитменнине унăн "пулăшакан" организацие (займ параканнине) хăйĕн кĕсйинчен тỹлеме тивет. Вĕсем вара хăйсен "ырă" ĕçне вун-вун пин тенкĕпе хаклаççĕ. Эсир вара ăна ачасене вĕрентнĕ е лайăх çурт туяннă çĕре яма пултаратăр. - Калаçушăн тавтапуç.


"Елчĕк Ен"
08 сентября 2012
00:00
Поделиться