Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кăшкăрни воспитани меслечĕ мар

 Мана та, ытти педагогсем пекех, ашшĕ-амăшĕпе ачасен хутшăнăвĕ питĕ шухăшлаттарать. Пуçламăш классен учителĕ пулнă май пĕрремĕш класранах ачасем пур ыйтăва та манпа сỹтсе явма тăрăшаççĕ. Нимĕн те пытараймăн вĕсенчен: килти пурнăç, урамри тантăшĕсен хăтланăвĕсем çинчен те каласа параççĕ. Юлашки çулсенче çемьере ачасене ăнланманни, пур ыйтăва та вăрçса, кăшкăрса татса пама тăрăшни çинчен те тăтăшах илтетпĕр. Паллах, чылай чухне чуна ыраттарать ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕ. Пĕр çемьене лайăх пĕлетĕп. Ачисене хам вĕрентмесен те вĕсем мĕнле лару-тăрура пурăннине лайăх курса тăратăп. Çемье çителĕклĕ пурнăçпа пурăнать. Иккĕшĕ те район центрĕнче тăрăшаççĕ. Ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ пулмалла, ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тăваççĕ, кермен пек çурт çĕклеççĕ. Анчах вĕсем ывăл-хĕрне воспитани панине курма тивет те чун сỹлетсе илет. Амăшĕ ачисем çине мĕнле кăшкăрать-ха: "Тăмсай, çакна та ăнланмастăн. Ал-уруна çапса хуçатăп. Ухмах..."! Упăшки ачисене хỹтĕлеме тăрсан арçын çине сиксе ỹкет хĕрарăм. Вара çамрăк мăшăр хушшинче пуçланать ахăр самана. Чи хăрушши çак тĕслĕхре, паллах, тĕпренчĕксем пĕчĕкренех хăйсем çине кăшкăрнине, ашшĕ-амăшĕ хирĕçнине курса ỹсни. Урăхла хутшăнусене курса ỹсменскерсем, каярахпа вĕсем те тантăшĕсем çине кăшкăрма пăхаççĕ, кỹренмелле сăмахсем каласа юлташĕсен чунĕсене амантаççĕ. Çитĕннĕçемĕн ашшĕ-амăшĕ çине сас хăпартасси те иккĕлентермест. Ахальтен-им: "Мĕн акатăн, çав шăтать",- теççĕ. Мĕншĕн кăшкăрать-ха этем? Психологсем палăртнă тăрăх, сас хăпартса çын хăйĕн авторитетне ỹстерме шутлать, ĕçлеме пĕлменнине е çын хушшинче хăйне тытма вĕренменнине пытарасшăн вăл. Анчах йăлтах тепĕр майлă пулса тухать. Кун пек çынран тантăш-пĕлĕшĕ те ютшăнать, унăн хисепĕ те чакать. Воспитани процесĕнче вара кăшкăрашу - виçесĕр хăрушă пулăм. Çак меслетпе ỹстернĕ ачасем хытă чунлă çитĕнеççĕ, çын нуши-тертне ăнланмаççĕ. Тепĕр чухне урăхла та пулса тухма пултарать: ача хăйне начар хак пама тытăнать, çынран ютшăнать, хăйĕн çине алă хума та пултарать. Çакăн йышши ачасене пурнăçра хăйсен телейне тупма питех те кансĕр пулать. Мăн асаттесемпе мăн асаннесем ачасене кăшкăрса, вăрçса ỹстернине нихăçан та ырламан. Ĕçпе, ырă тĕслĕхпе воспитани пани, лăпкă сасăпа вĕрентсе калани малти вырăнта тăнă. "Мăнукăм, матурăм, çав япалине илсе пар-ха", - тесе кăтартсан шкул ачи мар, тăваттăри пепке те чупса кайса илсе килсе парать. Ачасемпе тискер сасăпа кăшкăрашса калаçни эпир чун-чĕре, ăс-тăн шайĕнчен чакни мар-ши? Усал сăмахсем каласа ачасене хамăртан сивĕтместпĕр-ши?


"Елчĕк Ен"
08 сентября 2012
00:00
Поделиться