Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Халăха право пулăшăвĕ паратпăр

Раççей Федерацийĕнче тỹлевсĕр право пĕлĕвĕпе тивĕçтересси çинчен калакан саккун йышăнни пирки маларах хаçатра пĕлтернĕччĕ. Асăннă саккун Чăваш Республикинче мĕнле пурнăçланса пынипе Чăваш Республикин юстици министрĕ Н.Прокопьева паллаштарать. 
- Надежда Викторовна, республикăри граждансене тỹлевсĕр юридика пулăшăвĕпе тивĕçтересси мĕнле шайра пыни пирки чарăнса тăрсамăр. - Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнче кашни гражданинăн квалификациллĕ юрист пĕлĕвĕпе усă курма ирĕк пуррине палăртнă. Федерацин 2011 çулхи чỹк уйăхĕн 21-мĕшĕнчи 324 номерлĕ "Раççей Федерацийĕнче тỹлевсĕр юридика пулăшăвĕ парасси çинчен" саккунĕн 20 статйипе, Чăваш Республикин 2012 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнчи 20 номерлĕ "Чăваш Республикинче тỹлевсĕр юридика пулăшăвĕ парасси çинчен" саккунĕн 6 статйипе килĕшỹллĕн хăш-пĕр категоринчи çынсене право пулăшăвĕпе тỹлевсĕр те тивĕçтереççĕ. 
- Камсем кĕреççĕ вĕсен шутне? - Кунта сахал тупăшлă граждансем, I тата II ушкăнсенчи инвалидсем, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсем, Раççей Федерацийĕн тата Совет Союзĕн Геройĕсем, Социализмла Ĕç Геройĕсем, инвалид тата тăлăх ачасем, ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр тăрса юлнисем, ятарлă профилактика учрежденийĕсенчи ирĕк прависĕр юлнă çул çитмен ачасем, аслă ăрурисем, социаллă пулăшупа тивĕçтерекен учрежденисенчи инвалидсем, ăнсăр пулнине суд урлă çирĕплетнĕ граждансем, психологи пулăшăвĕ илекен чирлĕ çынсем, правăна пăснăран ятарлă учрежденисене янă çул çитмен çамрăксем, çын пуçне тивекен тупăш республикăра палăртнă пурăнмалли кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăшлă çемьесем. 
- Асăннă категорисене кĕрекен граждансем хăш енĕпе пулăшу илме пултарнине ăнлантарсамăр. - Вĕсене тивĕçекен право пулăшăвĕн тĕсĕсене Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче тỹлевсĕр юридика пулăшăвĕ парасси" саккунĕнче тĕплĕн ăнлантарнă. Тĕслĕхрен, тỹлевсĕр юридика пулăшăвне потребительсен прависене хỹтĕлес ыйтусене пăхса тухнă, коммуналлă пулăшупа усă куракансен прависене хỹтĕленĕ, гражданина ĕçсĕр тесе йышăннă тата ĕçсĕрлĕхшĕн тивекен пособи палăртнă, сахал тупăшлисене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ, политика репрессине лекнĕ çынсен прависене тавăрнă, инвалидсене медицинăпа социаллă экспертиза тунă тата реабилитациленĕ, алимент шыраса илнĕ, ача ашшĕ (амăшĕ) кам пулни пирки тавлашнă, ĕçрен кăларнă çынна ĕçе çĕнĕрен вырнаçтарнă чухне параççĕ. Пулăшу енĕсем те тĕрлĕрен. Кунтах консультацисем йĕркелесси, документсен проекчĕсене тата тавăç заявленийĕсене хатĕрлесси, гражданла тата уголовнăй суд ĕçĕсенче граждансен интересĕсене хỹтĕлесси, çавра сĕтелсем, право сехечĕсем йĕркелесе правăпа çыхăннă ыйтусене сỹтсе явасси, вырăна тухса ĕç коллективĕсемпе тĕл пулса правăпа çыхăннă халăха кăсăклантаракан ыйтусене хуравласси те кĕрет. 
- Тỹлевсĕр юридика пулăшăвĕпе усă курма ирĕк пуррисен адвокат патне мĕнле документсемпе пымалла? 
- Право пулăшăвĕ илес текенсен çак документсем пулмалла: паспорт е Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулнине ĕнентерекен урăх документ, çемье сахал тупăшлисен шутне кĕнине çирĕплетекен справка (ăна халăха социаллă хỹтлĕх паракан вырăнти çемье пурăнакан уйрăмра илмелле). Çавăн пекех гражданин статусне палăртакан документсем 
- Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕн удостоверенийĕ, политика репрессийĕнче хур тỹснине ĕнентерекен справка, çул çитменнисем (е вĕсен интересĕсене хỹтĕлекенсем те кĕреççĕ кунта) ятарлă профилактика учрежденийĕсенче тăнине çирĕплетекен справка. - Тỹлевсĕр юридика пулăшăвĕ илес текен çын кирек хăш адвокатран та пулăшу ыйтма пултарать-и?
 - Саккунсенче палăртнă тăрăх, Адвокатсен палати тỹлевсĕр пулăшупа тивĕçтерекен адвокатсен списокне йĕркелет. Çак списокпа Чăваш Республикин Юстици министерствин тата Адвокатсен палатин сайчĕсенче паллашма пулать. Адвокатсемсĕр пуçне халăха паракан тỹлевсĕр юридика пулăшăвĕпе Федерацин ĕç тăвакан тата Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ĕç тăвакан влаçсен органĕсем, вĕсене ведомство йĕркипе пăхăнакан учрежденисем, нотариуссем, юрист клиникисем, юрист пулăшăвĕ паракан патшалăх шутне кĕрекен центрсем тивĕçтереççĕ.


"Елчĕк Ен"
08 сентября 2012
00:00
Поделиться