Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Епле илемлĕ пурнăç!

А.МОЛОСТВОВ, псхиатр врач.
Хăй вĕлерỹ - пĕтĕм тĕнчери чи çивĕч ыйту. Мĕншĕн тесен ирĕксĕр пулнă вилĕмсенчен 50 проценчĕ хăй çине алă хунипе çыхăннă. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ палăртнă тăрăх, хăй çине алă хуракансем питĕ йышлă - çулталăкра 1 миллион çынна яхăн. Лару-тăру çакăн пекех тăрсан çак кăтарту 2020 çул тĕлне 1,5 хут ỹсме пултарни, паллах, питĕ шиклентерет. Çак сăлтава пулах маларах асăннă куна палăртма тĕллев лартнă. Çĕр çинче кашни 40 çеккунтра çын хăй çине алă хурать. Ăна пула унăн тăванĕсемпе çывăх çыннисем чун-чĕрине амантаççĕ. Специалистсем шухăшланă тăрăх, çынна хăй ирĕкĕпе пурнăçран уйрăлассинчен хăтарма пулать. Ырă мар шухăш тытнă çынсенчен чылайăшĕ хăйĕн планĕсене теприне каласа парать. Тепри ютшăнать, пĕччен пулма тăрăшать. Çапах ăна та вăхăтра шухăшне улăштарма пулăшма пулать. Çăмăл мар пурнăçра кашнийĕн пуçĕнче ырă мар шухăшсем вĕçсе иртме пултараççĕ. Ăна ăнланманни, çывăх çынсен тимсĕрлĕхĕ тата ытти те йăнăш утăм патне илсе пыраççĕ те. Çавăнпа та çывăх çыннăр чун-чĕререн пăлханнине сиссессĕнех ăна специалист патне илсе кайăр, май пулмасан мĕнле те пулсан лăплантарма тăрăшăр. Хăвăр вăй-хал çитереймесен хальхи вăхăтра шанăç телефонĕсем ĕçлеççĕ. Аса илтеретĕп: республикăри шанăç телефонĕн номерĕ _ 8-800-2000-122. Кирек хăш вăхăтра та, темле йывăр ыйту сиксе тухсан та талăкĕпех унпа çыхăнма пулать. Унта квалификациллĕ врачсем лараççĕ, сире йывăр лару-тăруран тухмалли мелсемпе паллаштараççех. Чи кирли _ чун ыратăвне пĕччен ирттермелле мар. Хăй çине алă хума тăнă çынсене пурне те психика енчен чирлĕ тееймĕн. Вăл çивĕч ыйтусене татса памалли ытти май тупайманран çапла хăтланнă. Кам та пулин ăна ырă шухăш патне илсе пынă пулсан ун пек йăнăшран пăрăнатчех вăл. Хăйне вĕлерекенсем хушшинче ытларах арçынсем пулни куç кĕрет. Арçынсем çын умĕнче йĕме юратмаççĕ. Кăмăла уçса ярсанах çилленни иртсе каять те... Чун-чĕрере кăвайтсăр вут-çулăм çуннине каласа парас килмесен кун мĕнле иртнине ятарлă тетрадь çине çырса пыни аван. Унта хăвăрăн пур шухăшăра та шăрçалама пулать. Çын хăй ирĕкĕпе пурнăçран уйрăлсан, паллах, айăплисем çук. Пурнăç илемĕпе киленсе пурăнас килмен çынна, паллах, ирĕксĕр никам та пурăнтараймасть,. Çапах та пĕрре килекен ĕмĕре йĕркеллĕ пурăнса ирттересчĕ. Кашни çын расна, ун пекки çĕр çинче урăх çук. Çавăнпа та Турă панă кун-çулччен пурăнасчĕ. Атте-анне пилленĕ пурнăç пĕрре çеç килет. Асра тытасчĕ çакна. Йывăрлăх сиксе тухсан пуçа усас марччĕ. Усал шухăшсене пуçра тытса ан тăрăр. Епле илемлĕ пурнăç!


"Елчĕк Ен"
08 сентября 2012
00:00
Поделиться