Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çул çинче тимлĕ пул

 Шкул ачисем партăсем хушшине ларчĕç. Каникул вăхăтĕнче вăрах каннăскерсене вĕренĕве тỹрех пуçăнма анчах мар, çул-йĕр çинче çỹреме хăнăхма та ансатах мар. Çакна шута илсе çурла-авăн уйăхĕсенче республикăра çулсеренех "Асăрханăр, ачасем!" профилактика операцийĕ иртет. Патшалăх автоинспекцийĕ водительсене çак тапхăрта уйрăмах тимлĕ пулма, çул-йĕр правилисене яланах çирĕп пăхăнма ыйтать. Ашшĕ-амăшĕн вара ачисене çул-йĕр правилисене вĕрентмелле, вĕсем пирки аса илтерсех тăмалла.



"Елчĕк Ен"
08 сентября 2012
00:00
Поделиться