Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Район уй-хирĕсенче

Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче 11281 гектар çинче (59 процент) кĕрхи çĕртме сухи тунă. "Прогресс" ЗАО çак ĕçе 86 процент, "АСК-Яльчики" ООО - 77, "Сатурн" ЯХПК, "Клевер" ООО - 71-шер, "Эмметево" ООО 70 процент пурнăçлама ĕлкĕрнĕ. Кĕрхи культурăсене 3979 гектар (72 процент) çинче акнă. "Прогресс", "АỸф Аранчеево", "АСК-Яльчики", "Яманчурино", "Свобода", "Сатурн", "Нива", "Арланово", "Рассвет" "Энтепе" хуçалăхсенче кĕрхи культурăсене акса пĕтернĕ. Çĕр улмине районĕпе 1259 гектар лаптăк çинчен пуçтарса кĕртмелле пулсан çак ĕçе хальлĕхе 9 процент анчах пурнăçланă. Силослăх кукурузăна вырас ĕçе 58 процент пурнăçланă (пурĕ 731 гектар лаптăк çинче вырмалла). "Прогресс", "Яманчурино", "Рассвет" хуçалăхсем асăннă ĕçе вĕçленĕ.



"Елчĕк Ен"
05 сентября 2012
00:00
Поделиться