Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кашни ачан ача садне çỹреме ирĕк пур

Эрне кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çỹревпе Патăрьелĕнче пулнă, 240 вырăнлăх ача садне тата 38 хваттерлĕ пурăнмалли çурта уçма хутшăннă. Ача сачĕ уçнă ятпа район çыннисене саламланă май Михаил Игнатьев çакна палăртнă: юлашки 20 çулта пуçласа республикăра иртнĕ çул çĕнĕ садиксем тума тытăннă. 2012 çулта ача сачĕсене çĕнĕрен тума тата реконструкцилеме республика бюджетĕнчен 578 млн тенкĕ уйăрнă. Çулталăк вĕçлениччен республикăра 2230 вырăнлăх 12 ача сачĕ, шкулсенчи пушă пỹлĕмсенче 975 вырăнлăх 39 ушкăн уçма палăртнă. "Çапла майпа эпир 3 çултан аслăрах ачасен черетне пĕтеретпĕр, малашне çулталăк çурăран пуçласа 3 çула çитичченхи ачасене пĕтĕмпех ача сачĕсене вырнаçтарассипе тăрăшса ĕçлетпĕр. Чăваш Республикинчи пĕр ачанне те ача садне çỹремелли правине хĕсĕрлемелле мар", - палăртнă Михаил Игнатьев. РФ субъекчĕсенчен чи малтан Чăваш Ен Пĕтĕм тĕнчери финанс корпорацийĕпе пĕрле социаллă пĕлтерĕшлĕ тата приоритетлă ĕçсене укçа-тенкĕпе тивĕçтермелли проектсене пурнăçлама пуçăннă. Çак тĕллевпе вĕренỹ учрежденийĕсем тума тата вĕсене реконструкцилеме Пĕтĕм тĕнчери финанс корпорацийĕпе пирĕн республикăна нумай вăхăтлăха кивçен укçа памалли кредит килĕшĕвĕ çине алă пуснă. Патăрьелĕнчи ача садне ĕçе кĕртме республика бюджетĕнчен 123 млн тенкĕ уйăрнă. Медицина тĕрĕслевĕн, логопед, музыка, физкультура, вылямалли, вĕренмелли, хуçалăх, апатлану пỹлĕмĕсем, вĕр çĕнĕ сĕтел-пукан, вĕренỹ хатĕрĕсем, уçăлса çỹремелли лаптăксем ачасен тавра курăмне анлăлатма, ăс пухма, сывлăха çирĕплетме май парĕç. Республика Пуçлăхĕ ача сачĕн ертỹçине Алена Горшковăна 200 пин тенкĕлĕх сертификат панă. Кунсăр пуçне Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнче 2012 çулхи юпа уйăхĕнче 160 ача вырăнлăх тепĕр ача сачĕ туса пĕтереççĕ. Ун валли 83 млн тенкĕ уйăрнă. Çапла вара Патăрьел районĕнче 3 çултан аслăрах ачасен черечĕ пулмасть. Çак кун пурăнмалли çурта яни нумай çемьешĕн пысăк савăнăç пулнă. 7 тăлăх, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин 11 ветеранĕ, нумай ачаллă пĕр çемье, кивĕ çуртран çĕннине куçнă 4 çемье хваттер уççисем илнĕ. 2010 çултан пуçласа Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсене хваттерпе тивĕçтерме республикăра 4,4 млрд тенкĕ уйăрнă. Çакă пур ветерана та пурăнмалли хваттерсемпе тивĕçтерме май парать. 2012 çулта тăлăха юлнă 241 ачана хваттерпе тивĕçтереççĕ. 2013 çулта 238 тăлăх ачана хваттерпе тивĕçтерме республика бюджетĕнчен 208,2 млн уйăраççĕ. Кăçал çавăн пекех 5 тата ытларах ачаллă 35 çемье çĕнĕ хваттерсене куçать. Кăçал çакăн валли 77,3 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Республика Пуçлăхĕ çĕнĕ хваттерсен хуçисене уçăсем панă. Вăл çавăн пекех Раççей Правительстви Чăваш Ен Министрсен Кабинетне тухăçлă ĕçленĕшĕн 84,58 млн тенкĕ преми парса хавхалантарни çинчен пĕлтернĕ. "Çак укçа-тенке республикăра пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатма яратпăр", - тенĕ Михаил Игнатьев. Патăрьелĕнчи ĕçлĕ тĕл пулу вăхăтĕнче унти гастронома кĕрсе тухнă, таварсен ассортименчĕпе тата хакĕсемпе паллашнă.



"Елчĕк Ен"
05 сентября 2012
00:00
Поделиться