Виçĕм кун район администрацийĕнче пулса иртнĕ канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче - терроризма хирĕç кĕрешмелли пĕр шухăшлăх кун. Çак кун террор акчĕсенче вилнĕ, терроризма хирĕç кĕрешсе пуçĕсене хунă право хуралĕн работникĕсене, çар çыннисене асăнаççĕ. Канашлура вĕсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ А.Александрова "Пирĕн пурнăç _ террорсăр" темăпа тухса калаçрĕ. Вăл терроризм историйĕпе, унăн тĕсĕсемпе паллаштарчĕ, Раççейĕн çĕнĕ историйĕнчи террор акчĕсен тĕслĕхĕсене, ăна хирĕç кĕрешмелли, унтан асăрханмалли майсене аса илтерчĕ. Çавна май вĕренỹ тата культура учрежденийĕсенче, пĕтĕм Раççейри пекех, асăну тата террортан сыхланмалли мероприятисем иртнĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ _ вĕренỹ çулĕн пуçламăшĕ _ ачасемпе вĕрентекенсемшĕн, ашшĕ-амăшĕсемшĕн уяв. Пĕлỹ кунĕ мĕнле пуçланни тата вĕренỹ ĕçĕнчи лару-тăру çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый каласа пачĕ. Кăçал пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче пĕтĕмпе 2387 ача вĕренме пуçланă. Пĕрремĕш класа вĕренме 177 ача килнĕ. Вĕсене 234 учитель вĕрентет. Демографи лару-тăрăвне пула шкул ачисен, вĕрентекенсен йышĕ пĕлтĕрхинчен чакнă. Малашнехи çулсенче пĕрремĕш класа килекенсен йышĕ пĕр шайра тăрать. Л.Левый авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче районти ял тăрăхĕсем, предприятисемпе организацисем, учрежденисем хушшинче иртекен эстафета чупăвĕн йĕрки çинчен каласа пачĕ. Çак уйăхрах, авăнăн 23-мĕшĕнче, районта "2012 çулхи Наци кросĕ" иртет. Ăна ял тăрăхĕсенче йĕркелеççĕ. Унта тĕрлĕ çулсенчи çынсене явăçтармалла. Район территорийĕнчи çĕрсемпе мĕнле усă курни, çĕр налукĕ пуçтарасси çинчен район администрацийĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен секторĕн заведующийĕ М.Павлова каласа пачĕ. Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Елчĕк, Аслă Таяпа ял тăрăхĕсен ертỹçисем нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем уйăрса парас, пай çĕрĕсене регистрацилес, халăхран пуçтаракан сĕт хакĕсене ỹстерес, çул-йĕр тăвас енĕпе мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕç. Асăннă ĕçсем ял тăрăхĕсенче тĕрлĕрен пыраççĕ. Акă, Аслă Елчĕкре ял урамĕсене вак чул сарса хытарас енĕпе нумай çул ăнăçлă ĕçлеççĕ. Расхутсене çуррине ял тăрăхĕ саплаштарать, тепĕр çуррине урамсенче пурăнакансем тỹлеççĕ. Шел, çакнашкал тĕслĕх ытти ялсенче питĕ сахал. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем бюджетра укçа çукки çине йăвантараççĕ, халăха çул-йĕре пĕрле тумаллине ăнлантарса çитереймеççĕ. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов ял хуçалăхĕнче ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.