Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ăмăртăва чĕнетпĕр

Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп стадионта çăмăл атлетсен эстафета ăмăртăвĕ иртет. Ăмăртăва хутшăнакан командăсене 7 ушкăна пайланă: - 1 ушкăн: райадминистрацин пайĕсем (2 хĕрарăм + 2 арçын); - 2 ушкăн: ял тăрăхĕсем (2 + 2); - 3 ушкăн: предприятисем, организацисем, учрежденисем (2 + 2); - 4 ушкăн: пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенче ĕçлекенсем (3  1); - 5 ушкăн: вăтам шкулсенче ĕçлекенсем ( 2 + 2); - 6 ушкăн: тĕп шкулсенче вĕренекенсем (2 хĕр ача + 2 арçын ача); - 7 ушкăн: вăтам шкулсенче вĕренекенсем (3 хĕр + 3 каччă); Кашни участник эстафетăра 400 метр чупать. Ăмăрту 13 сехетре пуçланать. Эстафета ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе участниксене "Советская Чувашия" хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн пулакан турнира хутшăнма суйласа илеççĕ.



"Елчĕк Ен"
05 сентября 2012
00:00
Поделиться