Киревсĕрлĕхрен асăрхар
Çемье - пурнăçа хаклама вĕрентекен хăйне евĕрлĕ тĕнче. Ачан лайăххине начарринчен, ырă кăмăллине усаллинчен, ăш пиллĕхе килпетсĕрлĕхрен уйăрма вĕренесси çемьере никĕсленет. Тĕрĕс воспитани илме пулăшас тесе ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне çамрăкранах тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен упрама, яваплăха туйма хăнăхтарать, ĕçе вĕрентет. Обществăра пурăннă май çын унăн нормисене çирĕп пăхăннин, вĕсем пирки ачасемпе тăтăшах калаçу пуçарнин витĕмĕ пысăк. Пĕр-пĕрне хисеплекен, шанакан, юратакан, ĕçчен çемьесенче анчах ача йĕркеллĕ ỹссе çитĕнĕ. Çакна асра тытса пирĕн, ашшĕ-амăшĕн, вĕсен умĕнчи яваплăха татах та ỹстермелле. Юлашки вăхăтра ачасене тĕрлĕ киревсĕр йăласенчен сыхланипе пĕрлех ултавлă информаци серепине лекесрен асăрхаттарасси те тĕп вырăнта. Интернет, социаллă çыхăну, карас телефонĕ, телекурав тата ытти тĕрлĕ хатĕрсем, информаци тата витĕм кỹмелли ытти мел, шел те, хăш чухне экстремизма, терроризма, национализма çул уçаççĕ, террористсемпе преступниксен тĕп хĕç-пăшăлĕ пулса тăраççĕ. Çакна шута илсе ашшĕ-амăшĕн ывăл-хĕрне компьютер умне ларсан та куçран вĕçертмелле мар, вăл мĕнле сайтсене кĕнине, камсемпе çыхăну тытса çырусем çỹретнине тĕрĕслесе, асăрхаса тăмалла.
"Елчĕк Ен"