Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕнĕ çурт çĕкленет

 Елчĕкри Мир урамĕнче 15 хваттерлĕ çурт хăпартаççĕ. Унти ĕçсене "Яльчикское РТП" ООО пурнăçлать. Çĕнĕ, хăтлă кирпĕч çуртра пĕр тата икĕ пỹлĕмлĕ хваттерсем пулаççĕ. Вĕсем уйрăм хутăннни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ микрорайонта ытларах çамрăк çемьесем пурăнаççĕ. Вĕсене кунта пурăнма мĕн пур услови туса парас енĕпе ăнтăлаççĕ район пуçлăхĕсем. Хальлĕхе лавкка пур. Малашнехи планра _ ача сачĕ тăвасси тата ытти.


"Елчĕк Ен"
25 августа 2012
00:00
Поделиться