Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сывлăхăра упрама вĕренесшĕн-и?

"Вăхăт питĕ пысăк пуянлăх",- тесе шутлать Варада манах. Вăл 15 çул Раççейре пурăнса вырăс чĕлхине вĕреннĕ. Халĕ тата фельдшер специальноçне алла илнĕ те пире йогсен системи тăрăх сывлăха упрама вĕрентет. Унăн сĕнĕвĕсем Сиенлĕ йăла-йĕркесем яланах чир-чĕр патне илсе пыраççĕ. Çавăнпа та эсир мĕнле те пулин чиртен хăтăлас тесен чи малтанах ăна çăмăллăнрах йышăнма, чунри хăранă туйăмран хăтăлма тăрăшăр. Çакă вăл чăннипех те эмел пулĕ. Ирхине ир вăранма хăнăхăр. Вара эсир кун каçиччен чылай ĕç туса ĕлкĕретĕр. Ирех выç çăварла пĕр стакан таса çăл шывĕ çине 1 чей кашăкĕпе паха пыл, 3 тумлам лимон сокĕ ярса ĕçĕр. Çакă организма ирех вăранма, тасалма пулăшĕ. Хырăм выçман пулсан нихăçан та сĕтел хушшине ан ларăр. Чĕлхе "юратман", килĕштермен апата пачах та ан çийĕр. Сывлăхшăн, организма кирлĕ апатсене анчах çиме тăрăшăр. Çывăрас умĕн проблемăсем çинчен ан шухăшлăр. Çивĕч ыйтусене ыран ирхине татса парăр. Канма выртсан вара ыйхă ытамне парăнса часрах çывăрса каймалла, ырана валли вăй пуçтармалла. Çывăрса тăрансан ирех Турăран вăй пама пехил ыйтмалла. Çакă питĕ паха. Мĕн-ши вăл телей№ Эпир кашни ирех хамăр пит-куçа, алăсене çуса тасататпăр. Анчах та чун пирки питĕ сахал аса илетпĕр. Вара шалта (чунра ĕнтĕ!) тĕрлĕрен таса мар шухăшсем, аса илỹсем, кĕвĕçỹ, çиленỹ туйăмĕсем капланса, тулса пыраççĕ. Чунри таса марлăхран хăтăлсан пурнăç телейлĕ пулĕ. Малашнехи пурнăç пирки фантази ытамне те ытлашши кĕрсе ан ỹкĕр, паянхи хаклă пурнăç сăмса умĕнченех иртсе кайма пултарать. Нихăçан та, никампа та ан тавлашăр. Тавлашу çынсен хушшинчи ырă пулăмсене пĕтерет, хирĕç тăру патне те çитерет. Хăвăрпа хирĕçсе калаçакан çынна тимлĕ, шăппăн, вăл мĕн пирки кỹреннине итлĕр, кайран тĕплĕ анализ тăвăр. Тĕплĕ шухăшланă хыççăн лăпкăн калаçса хуравне парăр. Кăшкăрмасăр калаçсан сирĕнпе хирĕçес кăмăлпа килнĕ çын та лăпланса тухса кайĕ. Мĕнле те пулин ĕçе кỹлениччен умри проблемăсене татасси пирки тĕплĕ шутлăр. Пурнăçра, паллах, çухатусем те пулаççĕ. Çапах та малашлăха шанмалла. Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ теççĕ. Кĕтме те вĕренмелле. Турă кама мĕн кирлине хăех пĕлет, вăхăтлă парать пурне те. Çавăнпа та чăтăмлă кĕтме пĕлмелле. Хăвăрăн хаклă вăхăтăра пушă ĕçсемпе ан тăкаклăр. Вăхăта ахаль пĕтерни вăл - пурнăçа пустуй пурăнса ирттерни.



"Елчĕк Ен"
22 августа 2012
00:00
Поделиться