Лаш Таяпасем хăйсен ялĕпе мухтанаççĕ
Мăнаçланмасăр. Чă- вашсен паллă историкĕ В.Димитриев тата Юхма Мишши писатель çирĕплетнĕ тăрăх республикăн кăнтăр пайĕнче пăлхар-чăвашсем 1200 çул каяллах пурăннă. Монгол тутарсем хуçаланнă тапхăрта таврари ытти ялсем пекех кунти çĕрсем те "Тискер уя" çаврăннă. Ăруран ăрăва куçса пыракан халапсем тăрăх ял çĕнĕрен чĕрĕлсе тăрасси Иван патша Хусан хулине çĕнтернĕ тапхăрпа çыхăннă. Ураскилт ятлă паттăр чăваш вырăс çарĕсемпе пĕрле Хусан ханствине парăнтарма хутшăннă. Çакăншăн патша çак тăрăхри хура çĕрсене Ураскилте парнеленĕ. Ураскилтĕн ывăлĕсемпе мăнукĕсем XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче хамăр районта, республикăра, Самар облаçĕнче ялсем йĕркеленĕ. Вĕсенчен пĕри Починок-Ураскилт _ хальхи Лаш Таяпа ялĕ. Кăçал ăна йĕркеленĕренпе 400 çул çитрĕ. Ураскилт паттăр несĕлĕсем пурнăçра хастар, хăюллă, пуçаруллă пулнă. Архиври материалсем 1840 çулта чиркỹ, каярахпа шкул уçнине çирĕплетеççĕ. Ураскилт чăвашĕсем мĕн авалтанах çĕр ĕçĕпе пурăннă: тухăçлă тыр-пул çитĕнтернĕ. Çил арманĕсем çăнăх, кĕрпе арманĕсем кĕрпе авăртнă. XIX ĕмĕр варринче ялта темиçе лавкка ĕçленĕ, 120 хуçалăх шутланнă. Çапла вара ялта хуçалăхсен, унта пурăнакан çынсен йышĕ ỹссе пынă. Лаш Таяпа ялĕ хăйĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕсемпе мухтанма пултарать. 1930 çулта йĕркеленнĕ колхоза И.Я.Денисов 60-мĕш çулсенче таврари ялсемпе пĕрлештерсе республикăра чи вăйлă аталаннă хуçалăха çавăрнă. Ялта халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсенче палăрнă çынсем йышлă. Вĕсен хушшинче Олимп вăййисен бронза призерĕ В.Андреев, тава тивĕçлĕ учительсем, механизаторсем, артистсем, ученăйсем, ял хуçалăх ĕçченĕсем, çĕр-шывăн орденĕсемпе медалĕсене илме тивĕçнĕ çынсем çĕр-çĕр çын. Шăмат кун, çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче, ял 400 çул тултарнине уявланă кун ял çыннисем нихçанхинчен те ир вăранчĕç. Пурте уява тутлă апат-çимĕç, кăпăклă сăра, ытти ĕçме-çимене маларах хатĕрлесе хунă. Ял урамĕсене, кил-çурт умĕсене тасатса тирпейленĕ. Тĕп килсене аякра тата çывăхра пурăнакан ывăл-хĕрĕсем, мăнукĕсем, тăванĕсем килсе çитнĕ. Уяв ирхине ирех çĕнĕрен тăвакан чиркỹ умĕнче пуçланчĕ. Ватти-вĕтти, хаклă хăнасем хĕреслĕ çул çỹреве хутшăнчĕç, чиркỹ настоятелĕ Силуан уяв кĕлли ирттерчĕ. Темиçе çул каялла ялта 1940 çулта пăснă чиркỹ вырăнне кирпĕчрен çĕнни хăпартма тытăннă. Ниме мелĕпе пурнăçлаççĕ çак ĕçе. Предпринимательсен, ял çыннисен укçи-тенкипе çĕкленет вăл. Уяв кунĕнче те нумай çын çакăн валли укçа пачĕ. Хаклă хăнасем, ял çынни- сем шкула тата шкулăн кивĕ çуртĕнче вырнаçнă музея кĕрсе курнă хыççăн уяв колонни ялăн хĕвел анăç енче нумаях пулмасть туса лартнă "Кивĕ яла" _ Хăнасен картишне çул тытрĕ. Ял урамĕсенче унăн çумне çĕнĕ çынсем хутшăнчĕç. Ĕлĕкхи чăвашсем кил-çурта йăва мелĕпе лартса тухнă. Çапла майпа вăрă-хурах килсе тапăнасран сыхланнă. Çĕнетнĕ "Кивĕ ял" шăпах çавна аса илтерчĕ. Пĕрисем çурчĕсене улăм е хăмăш витнĕ. Умĕсене çатан карта е вĕрлĕхрен тытнă. Кил-çурт умĕсенче ĕлĕкхи вăхăтра кил-çуртра усă курнă хатĕрсем вырнаçтарнă. Апат-çимĕçĕ те ĕлĕкхи пурнăçа аса илтерет: сĕтел çинче какай яшки пăсланать, хуплу, капăртма, пăтă, кăпăклă сăра чỹлмекĕсем тивĕçлĕ вырăн тупнă. Хуçисем тарават: хăнасене хăйсем патне кĕрсе тухма чĕнеççĕ. Уяв хĕрсе пынă вăхăтра хăнасен çурчĕсемпе куракансем интересленсе паллашрĕç. Акă, Арефьевсем, Афанасьевсем, Качкановсем пĕр йăх-несĕлтен тухнă. Йывăç вулли çирĕпленсе, аталанса пынă пек вăл та тĕрекленсе, сарăлса пынă. Халĕ вĕсем тĕрлĕ хушаматпа çỹреççĕ. Ĕлĕк çак йăхри çынсем çĕр ĕçĕпе пурăннă, арман, çирĕп хуçалăх тытнă. Самана вĕсене çĕр-шыв тăрăх сапаланă. Вĕсенчен пĕри Валентина Александровна Арефьева ял уявне аякри Козельск хулинчен килсе çитнĕ. "Русская песня" ансамбльте юрлать, культура ĕçĕнче яланах активлă. Унăн аппăшĕсемпе йăмăкĕсем тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ, анчах ял уявне пурте тенĕ пекех килнĕ. Алексеевсене, Меметовсене, Тимофеевсене те тăванлăх пĕрлештерет. Вĕсен йăх-несĕлĕсемпе районти çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекен Николай Федорович Меметов паллаштарчĕ. Пултаруллă çынсем вĕсем. Кашнийĕ пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă. Уяв картишĕнче хăйсем туса лартнă "çурта" нумай тăванĕ пуçтарăннă. Уяв сĕтелĕ авăнса ларасла тулăх. Кондратьевсем, Салминсем, Никитинсем те пĕр йăх тымарĕнчен тухнă. Халĕ пурăнакансенчен чи сумли Зинон Николаевич Кондратьев ĕмĕрне ялта ĕçлесе ирттернĕ. Нумай çул комплекслă бригадăна ертсе пынă, "Хисеп Палли" ордена тивĕçнĕ. Шăллĕсем те Петр, Валерий, Анатолий пурнăçĕсене тăван ялпа çыхăнтарнă. Игнатьевсемпе Павловсем, Леонтьевсемпе Николаевсем ял çинче ырă ят çĕнсе илнĕ. Çак вăхăтра уяв малалла тăсăлчĕ. Лаш Таяпа ялне никĕслекенсен ячĕпе палăк вырнаçтарчĕç. Унăн никĕсĕ айне çитес ăрусем ячĕпе çырнă çыру, ялта кашни йăх-несĕлсен списокне вырнаçтарнă банка-капсула хурса хăварчĕç. Ялта хальхи вăхăтра 28 йăх-несĕл шутланать. Палăк йĕри-тавра йăх-несĕлсен юписене вырнаçтарчĕç. Çакна чи вăйлă та сумлă арçынсем лартрĕç. Вĕсем çирĕп сасăпа: "Эпир пулнă, пур, пулатпăр. Çапла пултăр", _ тесе çирĕппĕн кăшкăрни чĕресенче мăнаçлăх туйăмĕ вăратрĕ. Халапсенчен çакă паллă: яла Уразгильдинсен несĕлĕсем пуçласа янă. Вĕсен тăхăмĕсем çемье çак тăрăха куçса килнине кăтартса пачĕç. Уяв сцени çине Лаш Таяпа- ра çуралса ỹснĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин хăпараççĕ. Юрий Алексеевич ял çыннисене, хăнасене уяв ячĕпе саламларĕ, республика парламенчĕн сехечĕн символне парнелерĕ, ял экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвне пысăк тỹпе хывнă ентешĕсене Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин та ял çыннисемпе хăнасене Лаш Таяпа ялне пуçарса янăранпа 400 çул çитнĕ ятпа ăшшăн саламларĕ, уяв тĕлне улăхра ỹссе ларнă этнографи ялне пысăк хак пачĕ, ăна упраса хăварма сĕнчĕ, пултаруллисене район администрацийĕн Тав хучĕсемпе чысларĕ. Уяв саламĕсем чылай пулчĕç. Чăваш Республикин Культура министрĕ В.Ефимов, Хусанта тухса тăракан "Сувар" чăваш хаçачĕн тĕп редакторĕ К.Малышев, Ульяновскри чăвашсен ентешлĕхĕн ертỹçи О.Мустаев, Чăваш Наци конгресĕн вице-президенчĕ К.Портнов, Чăваш Республикинчи пенсионерсен канашĕн председателĕ В.Сапожников ялăн паллă кунĕ ячĕпе саламланипе пĕрлех чăваш халăхĕн ĕмĕртен пыракан йăли-йĕркисене упраса хăварма ырă сунчĕç. Уява йĕркелесе ирттерсе ярас тĕлĕшпе туса хунă комитет ячĕпе унăн ертỹçи _ ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ А.Князев ял çыннисене тата хăнасене саламларĕ. Анатолий Пантелеймонович çак уява йĕркелес тĕлĕшпе пуçару тăваканĕ, ертсе пыраканĕ пулчĕ. Вăл илсе килнĕ Шупашкар районĕнчи казаксем юлан утпа мĕнле кăна номер кăтартмарĕç пулĕ? Вĕсене кинофильмсенче тата шоусенче анчах курма пулать. Халăха çак вăхăтра чашлаттарса янă çумăр та хăратаймарĕ. Уявăн концерт программи районтан, Самар облаçĕнчен, Шупашкар районĕнчи Апаш ялĕнчен, хамăр районти ялсенчен килнĕ, Лаш Таяпари пултарулăх ушкăнĕсен, "Улыбка" ача сачĕн воспитанникĕсен юрри-ташшипе пуян пулчĕ. Апаш ялĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕ Е.Смородиновăран уяв пирки интереслентĕмĕр те вăл çапла пĕлтерчĕ: "Кунашкал уяв питĕ сайра тĕл пулать. Елчĕксем ĕçлеме те, савăнма та пĕлеççĕ çав. Çакна эпир Анатолий Пантелеймонович Князев тĕслĕхĕнчен те куратпăр. Района ертсе пынă вăхăтра та, халĕ Шупашкара ĕçлеме куçсан та вăл çемйипе Апашра пурăнать. Тăрăшуллă, сăпайлă, ĕçчен çемье. Анатолий Пантелеймонович района ертсе пынă вăхăтра районшăн та, пирĕн ялшăн та нумай ĕç турĕ. Çакăншăн ăна пурте тав тăваççĕ. Пирĕн коллектив Елчĕке килсе курнăшăн савăнать. Тавах, Елчĕксене". Концерт программине Шупашкартан килнĕ чăваш эстрада çăлтăрĕсем В.Христофоров, М.Федоров, М.Зайцева, П.Борисова, Ю.Петухов тата ыттисем чăннипех пуянлатрĕç. Савăк юрă сасси мĕн çĕрлечченех пычĕ. Спорт ăмăртăвне Лаш Тая- пасем чăннипех юратаççĕ. Чи илĕртỹлли чăваш наци кĕрешỹçисен тупăшăвĕ пулчĕ тесен те йăнăш мар. Кавир хуçисем ытларах виçере çĕнтерчĕç. Алă вăйĕ виçессипе, кире пуканĕ йăтассипе, футболла выляссипе, çăмăл атлетика енĕпе ăмăртусем ăнăçлă иртрĕç. Н.Князев тата ял старости З.Кондратьев юбилей умĕн ял историйĕпе çыхăннă тĕпчев ĕçĕсем хатĕрленĕ. Вăл 1700 çултан пуçласа паянхи кунччен пырать. Ăна район хаçатĕнче пичетлесе кăларни нумай çыншăн кăсăклă пулмалла. Уявра Лаш Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕ "Чи лайăх çурт", "Чи лайăх урам" тата ытти номинацисенче çĕнтерỹçĕсене палăртрĕ, вĕсене Хисеп грамотисем, парнесем парса чыс турĕ. Уяв чăннипех ăнăçлă иртрĕ. Сĕм çĕрле ял çийĕн фейерверк çути чылайччен тỹпере çуталчĕ. Автор сăн |