Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Космос паттăрĕсене мухтав!

 Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче Андриян Николаевпа Павел Попович "Восток-3" тата "Восток-4" карапсемпе космосра ушкăнлă вĕçевре пулнăранпа 50 çул çитнине халалласа уяв каçĕ иртнĕ. Унта Мускавран тата Смоленскран килнĕ делегацисем те хутшăннă. "Çак вĕçев ентешĕмĕре, тăван республикăмăра та чапа кăларчĕ. Халĕ чăвашсене пĕтĕм тĕнче пĕлет", - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уява уçнă май. Михаил Васильевич çамрăксене патриотла воспитани парас тата космонавтикăри çитĕнỹсемпе халăха паллаштарас тĕлĕшпе пысăк ĕç тăвакан Чăваш наци музейĕпе Шуршăлти вăтам шкул коллективĕсене Хисеп хучĕсем панă. Çак чыса çавăн пекех СССР летчик-космонавчĕ Виктор Горбатко тата Байконур космодром ветеранĕ Евгений Южалин тивĕçнĕ. Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Виктор Горбатко çĕр-шыв космонавтикине аталантарма çак вĕçев питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Вăл космос отраслĕн тĕрлĕ тапхăрĕ çинчен каласа кăтартнă. "Космонавтсен пĕрремĕш отрячĕн членĕ пулнă май эпĕ Юрий Гагаринпа, Андриян Николаевпа, Алексей Леоновпа тата Павел Поповичпа паллашнăччĕ. Çакăнпа мухтанатăп. Вĕсем çĕр-шыва чапа кăларассишĕн тăрăшнă. Ушкăнлă пĕрремĕш вĕçев йывăрăшлăх çук çĕрте çын пурăнма та, ĕçлеме те пултарнине çирĕплетнĕ", - тенĕ паллă летчик-космонавт. Виктор Горбатко пирĕн Андриянпа туслă пулнине, Çăлтăрлă хулара унпа кỹршĕллĕ пурăннине аса илнĕ. Тĕп хулари А.Николаев ячĕллĕ 10-мĕш вăтам шкулти çамрăк космонавтсен отрячĕсемпе космос ветеранĕсем, Евгений Шашкинпа Юрий Мамонтов, паттăр ентешĕн палăкĕ умне чечексем хунă. Андриян Григорьевичăн тăван ялĕнче Шуршăлта та уява анлă паллă тунă.


"Елчĕк Ен"
18 августа 2012
00:00
Поделиться