Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Эпир те 80 çул тултартăмăр

Присоединенное изображение

Вăхăт сисĕнмесĕр, тĕлĕнмелле хăвăрт иртет. Эпĕ кунта ĕçлеме пуçлани те чĕрĕк ĕмĕре яхăн, пирĕн хаçатăн - "Колхоз ялавĕн" (халĕ "Елчĕк ен") пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнăранпа вара 80 çул çитрĕ. Çак ятпа хаçатçăсемпе вĕсен хастар тусĕсем, пичет ĕçĕн ветеранĕсем уяв кĕрекине йышлăн пуçтарăнчĕç. Асра юлмалли кун ячĕпе пире саламлакансем те нумаййăн пулчĕç: район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Анатолий Князев, республика, районсен хаçачĕсен редакторĕсем, районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертỹçисем... Чăваш Республикинчи журналистсен союзĕн председателĕн Валерий Комиссаровăн уява хутшăнма майĕ пулмарĕ пулин те унăн салам телеграммине кăмăлтанах йышăнатпăр. Чăваш Республикинчи культура ĕçченĕсен рескомĕ те "Елчĕк ен" журналисчĕсене, пичет ветеранĕсене уяв ячĕпе ăшшăн саламлать. Хамăрăн ентеш-çыравçăсем _ Шупашкарта пурăнакан Борис Борлен тата Петр Сидоров нумай çул район хаçачĕпе тачă çыхăну тытаççĕ, вĕсем уявра пулма ерçеймерĕç, юратнă хаçат ячĕпе тав сăмахĕсене калама вара манса каймарĕç. Уяври тĕп сăмах _ Николай Алексеев тĕп редактора. Паянхи савăнăçа пирĕнпе пĕрле пайлама хутшăнакан туссене пурне те уяв ячĕпе ăшшăн саламланипе пĕрлех вăл пичет ĕçĕнче нумай çул тăрăшса ĕçлекенсене ятран палăртса тав турĕ, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕ. Чи савăнăçлă самант, яланхиллех, тăрăшса ĕçлекенсене савăнăçлă лару-тăрура чыслани. 33 çул типографире печатницăра ĕçлекен, çитес кунсенче 55 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленекен Светлана Карлина тата Елена Петрова журналист Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене илме тивĕç пулни пĕтĕм коллектившăн пысăк чыс пулчĕ. Район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе Светлана Архипова пай редакторне тата Наталия Егоркина компьютер операторне, район администрацийĕн Тав çырăвĕпе Оксана Иванова корректора, Чăваш Республикинчи культура ĕçченĕсен рескомĕн Хисеп грамотисемпе Марина Егорова компьютер операторне, Зоя Блинова техслужащине, Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" партин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Тав çырăвĕсемпе хаçатăн тĕп редакторне Николай Алексеева, Светлана Архипова, Валентина Кириллова, Елена Петрова журналистсене чысларĕç. "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕн Хисеп грамотисене хаçатпа тачă çыхăну тытакан активлă ялкорсем Н.Левая, И.Левый (Çирĕклĕ Шăхаль), О.Сазонов, В.Сазонов (Кỹлпуç), О.Марков (Тĕмер), К.Леонтьева, А.Молоствов, А.Сорокин, Н.Малышкин (Елчĕк), Б.Тихонов (Борлен) (Шупашкар), Е.Игнатьева (Тỹскел), В.Вастулова (Аслă Елчĕк), В.Захаров (Анатри Тимеш) тивĕçрĕç. Хаçат редакцийĕн коллективĕ уява йĕркелесе ертсе пынă Николай Малышкина, унпа пĕрле Вячеслав Захарова, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн артисчĕсене Лилийăпа Иван Шурбинсене, Вера Панкратовăна, спонсорсене чĕререн тав тăвать. Уявсем тата пулччăр! 

Сăн ỹкерчĕкре: редакцире тĕрлĕ çулсенче вăй хунă П.Михайлов редактор, Н.Григорьев фотокорреспондент, А.Емельянов яваплă секретарь, В.Кудряшов çырусен пайĕн заведующийĕ, И.Ишмуратов водитель уявра тĕл пулчĕç.



"Елчĕк Ен"
15 августа 2012
00:00
Поделиться