Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕр çинче пурăнатпăр пĕрре

И.ЛЕВЫЙ. Çирĕклĕ Шăхаль ялĕ.
Пурнăç урапи пĕр тикĕс чупмасть: тỹрĕ çул та лекет, тумхахлă вырăнта пылчăк çăрма та тивет. Хевти хавшак çын йывăрлăхсен умĕнче аллине усать, эрех-сăрапа туслашса ĕмĕрне кĕскетет. Вĕсене ĕçрен хăвалаççĕ, çемьерен кăларса яраççĕ, тус-юлташĕсем сивĕнеççĕ. Ăçта кайса кĕмелле халь тĕллĕн? Ĕлĕк вĕсене сыватакан учрежденисем пулнă пулсан, халĕ вĕсене те хупнă. Савăнăçа та, хурлăха та эрех-сăрапа паллă тума хăнăхрăмăр. Çавна пула нумайăшĕ унăн серепинчен хăтăлаймасть. Хĕвел çути курмасăр ĕçет, ниçта вăй хумасăр ашшĕ-амăшĕнчен юлнă пурлăхне салатать, çемйине йывăр лару-тăрăва кĕртсе ỹкерет. Ача-пăча çуратса йыш хушакан çемье сахал, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлакансем вара нумаййăн. Тĕслĕхрен, эпĕ пурăнакан 13 киллĕ урамра 9 вăй питти çемье пуçлăхĕ ĕçке пула çемйисене тăлăха хăварчĕ. Халĕ те лавкка таврашĕнче ĕçкĕçсем пухăнаççĕ. Асăрхаттарсан: "Санăн укçупа ĕçместпĕр, çынна чăрмантармастпăр",-теççĕ. Халь анчах, вăй-хал пур чухне çынна чăрмантармастпăр, кайран, ĕçке пула чире кайсан... Нумай чухне эпир çакăн пек çынсене вăрçатпăр, анчах ĕçкĕ сăлтавне пĕтерме шутламастпăр. Çын мĕнле пуласси вăл мĕнле çемьере ỹссе çитĕннинчен килет. Лайăх çемьере ачана сăпкара сиктернĕ вăхăтрах пурнăçа хăнăхтарма тытăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕсемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулса тăрать. Сăнанă тăрăх, йышлă çемьере ỹссе çитĕннĕ ачасем хастар, тăрăшуллă, кирлĕ пулсан, пĕр-пĕрне хỹтĕлеме пултаракан пулса çитĕнеççĕ. Ĕçкĕпе иртĕхекен çемьере эрех-сăрапа туслашакан ачасем ỹссе çитĕннинчен те тĕлĕнмелли çук. Вĕсем нумаййăнах мар, анчах кашни ялтах пур. Ĕлĕк, эпĕ астăвасса, çемьере ваттисем пысăк хисепреччĕ. Вĕсем хăйсемпе пĕрле пурăнма ывăл ачисенчен пĕрне, йăлана кĕнĕ тăрăх, кĕçĕннине тĕп çурта хăваратчĕç. Çакă ватăсене ĕçре çăмăллăх панă. Ватăсем çамрăксене кулленхи пурнăçра ăс парса вĕрентсе пынă. Çамрăк çемье ваттисен умĕнче шăв-шав çĕклеме вăтаннă, чĕлхене ирĕке яма шикленнĕ. Хальхи вăхăтра ватăсем хăйсене хăйсем тытса тăма пултарнăран çамрăксене авлантарсанах килтен кăларса яраççĕ. "Авланнă, хăвăр пĕлнĕ пек пурăнăр",- теççĕ. Çавна пула çамрăксем йывăрлăха кĕрсе ỹкеççĕ: вăрçăнаççĕ, уйрăлаççĕ, ачисем çинчен манаççĕ. Çакăнтан пуçланать те пурнăçăн кукăр-макăр сукмакĕ:ватă ашшĕ-амăшĕ ачисем пур çĕртенех ваттисен çуртне лекет, ачисем ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех - интерната, тăлăх ачасен çуртне. Çитĕнекен ăру - пуласлăх никĕсĕ. Ачасене сывă та тĕреклĕ, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çирĕп çитĕнтересси воспитательсемпе учительсенчен те нумай килет. Вĕсен кашни ачапа уйрăммăн ĕçлемелле, Турă панă пултарулăхне тупса палăртма пĕлмелле. Ку енĕпе культура ĕçченĕсен те çанă тавăрса ĕçлемелле. Вĕренсе пĕтерсен çамрăксем ĕçлекен вырăнта наставник пулмалла. Учреждени, предприяти ертỹçи çамрăксен хуйхи-суйхине лайăх пĕлсе тăмалла, тĕрлĕ сăлтава пула йывăрлăха кĕрсе ỹкнисене пулăшмалла. Çынна хăйĕн нуши-терчĕпе тăр пĕччен тăратса хăвармалла мар. Çынна ĕçрен кăларма ансат, воспитани пама вара çăмăл мар. Çынна ырă туни ырăпах таврăнать, нумай çул иртсен те хăйне инкекрен хăтарнă çынна ĕмĕр асăнса пурăнĕ. "Çакă ахаль те паллă, мĕне кирлĕ тепĕр хут сăмах хускатма",-тейĕ тепĕр вулакан. Чăнах та, паллă, анчах кулленхи пурнăçра çынна çын вырăнне хурасси, хисеплесси пĕтсе пырать мар-и? Çĕр çинче пĕрре пурăнатпăр. Пурăнма панă вăхăчĕ те кĕске. Çак вăхăта чыслă та хисеплĕ пурăнса ирттересчĕ - эрех-сăра тата ытти сиенлĕ йăласенчен хăтăлса пырасчĕ. Паянхи ăру - пирĕн тăсăм. Эпир мĕнле пулнă - вĕсем те çаплах пулĕç.


"Елчĕк Ен"
15 августа 2012
00:00
Поделиться