Иртнине манмастпăр Шăп 80 çул каялла Елчĕк район хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнă. Ача пекех йывăррăн çуралнă вăл. Мĕншĕн тесен хуласемпе чукун çулсенчен аякра вырнаçнă Елчĕк тăрăхĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулсен пуçламăшĕнче лайăх çул-йĕрпе те, промышленноç предприятийĕсемпе те, вĕреннĕ çынсен йышĕпе те мухтанма пултарайман. Çапах та çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Елчĕксем Патăрьел типографийĕнче Митта Ваçлейĕ поэт, унăн шăллĕ Петĕр тата ытти полиграфистсем пулăшнипе "Колхоз ялавĕ" ятпа район хаçачĕн пĕрремĕш номерне кун çути кăтартнă. Материалсене В.Наумов, П.Щипцов хатĕрленĕ. Çав çул пĕтĕмпе те унăн 30 яхăн номерĕ пичетленсе тухнă. Шел пулин те, вĕсем нихăш архивра та сыхланса юлман. Хаçата пичетлеме ирĕк параканĕ тата редакторшăн алă пусаканĕ парти райкомĕн ун чухнехи пĕрремĕш секретарĕ М.Кузьмин пулнă. Парти райкомĕн секретарĕсем, унăн яваплă çыннисем редакторшăн алă пусасси 1932 çул вĕçленичченех пынă. Çакăн пек йĕрке тивĕçтерменни часах палăрнă: редакци коллективĕн ĕçне йĕркелесе ертсе пыма ятарлă çын кирлĕ. Вырăнтан тупăнман ахăр. Çавăнпа Шупашкартан, хаçат кăларас ĕçе вĕреннĕ çынна _ П.Данилова ярса параççĕ (вăл политика терминĕсен вырăсла-чăвашла словарьне кăларнипе паллă). Хаçата вăл çулталăк ытларах кăларса тăрать, унăн пурлăхпа техника базине йĕркелет. Ун хыççăн 4 çул _ 1934-1938 çулсенче _ "Колхоз ялавĕ" хаçата П.Осипов ертсе пырать. Çĕрпỹ районĕнче çуралнăскер, каярахпа республикăри хаçатсенче, хуçалăх органĕсенче ĕçленĕ. Малалла район хаçачĕн редакторĕсем пулса хамăр районта çуралса ỹснĕ пултарулăх çыннисемех вăй хунă. Вĕсенчен чи нумай ĕçленисем _ Филипп Матвеевич Майков, Александр Федорович Чернов, Николай Сергеевич Доброхотов, Василий Александрович Наумов, Василий Петрович Семенов, Петр Михайлович Михайлов, Александр Григорьевич Миллин, Лидия Алексеевна Васильева, Анатолий Артемьевич Тимофеев, Александр Федорович Карлин, Иван Павлович Иноходов. Асăннă ертỹçĕсем хаçат ĕçĕ-хĕлне йĕркелес, унăн формипе содержанине лайăхлатас енĕпе кашнийĕ тарăн йĕр хăварнă. Уяв кунĕнче эпир хаçатра нумай çул ĕçленĕ журналистсене, ялкорсене, чи малтанах Павел Семенович Щипцова, хаçат ĕçне 1931 çулта пуçăннăскере, Мускавра тухса тăнă чăваш хаçатĕнче ĕçленĕскере, районта хаçат тухса тăма тытăнсан тăван тăрăха таврăнса пенсие тухичченех "Колхоз ялавĕ" хаçатра яваплă секретарьте, "Коммунизм ялавĕн" ("Хыпарăн") кăнтăр районĕсенчи ятарлă корреспондентĕнче ĕçленĕскере, Борис Леонтьевич Тихонова, хăй вăхăтĕнче хаçатăн яваплă секретарĕнче вăй хунă, район хаçатне 75 çула яхăн çырса тăракан Петр Алексеевич Печкова, редакципе типографире ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ытти вун-вун çынна ырăпа аса илетпĕр, пархатарлă ĕçшĕн тав тăватпăр. Халĕ те "Колхоз ялавĕ" теççĕ Республикăри хаçатсемпе журналсенчен пĕртен-пĕр Елчĕк район хаçачĕ анчах хăйĕн пирвайхи ятне пĕр хутчен çеç улăштарнă пулас. 1932 çулта хаçата "Колхоз ялавĕ" ят парасси мĕнле пулса иртни халĕ вăхăт вăрттăнлăхĕнче юлнă. Вăл "Елчĕк ен" пулса тăни асрах-ха. 1991 çул хыççăн социализм тапхăрĕ вĕçленчĕ, капитализм йĕрки вăй илсе пычĕ. Çавăнпа иртнĕ тапхăрпа çыхăннă ятсене çĕннипе улăштарас юхăм пуçланчĕ. Çакă район хаçачĕсене те пырса тиврĕ. 1996 çулта районти депутатсен пухăвĕнче "Колхоз ялавĕ" ята çĕннипе улăштарма йышăнчĕç. Çавна май редакци хаçат ятне çĕнĕлле парассипе конкурс та йĕркелерĕ. Тĕрлĕ ят сĕнчĕç вулакансем. Анчах пĕр шухăш патне çитсе пулмарĕ. Чылай вулакан ĕлĕкхи ята хăварма ыйтрĕ. Çапла пĕр çулталăк пурăнтăмăр. Юлашкинчен редактор хаçат ятне улăштарма çирĕп хушу илчĕ пулас. Коллектив пухăвĕнче "Елчĕк ен" ят пама йышăнтăмăр. Анчах вулакансенчен чылайăшĕ пире халĕ те "Колхоз ялавĕ" тесе чĕнет. Хăш чухне çырусем те кивĕ ятпах килеççĕ, аташмаççĕ. Хуçасем улшăнсан та Çак 80 çулта район хаçачĕн учредителĕсем мĕнле органсемпе парти пулмарĕç-ши? Парти райкомĕпе райсовет ĕçтăвкомĕн, профсоюз райкомĕн органĕн ячĕпе хаçат 30-мĕш çулсенче ĕçленĕ. 1992 çулччен парти райкомĕпе райсовет ĕçтăвкомĕн органĕ пулчĕ. Ун хыççăн хаçат Пичет министерствине, Пичетпе информаци министерствине, Культура министерствине (пурне те асăнса пĕтереймĕн) пăхăнса тăчĕ. Халĕ пирĕн учредитель _ Чăваш Республикинчи Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви. Юлашки пилĕк çул хушшинче район хаçачĕн тиражĕ икĕ хута яхăн ỹсрĕ. Çакăнта пирĕн тỹпе кăна мар, Елчĕкри П.Блинов ертсе пыракан почтамт коллективĕ те пысăк ĕç пурнăçлать. Тавах çыхăну ĕçченĕсене, почтальонсене! Хаçат ячĕ, учредителĕсем улшăнсан та вăл хăйĕн тĕп тĕллевне _ район пурнăçне, çынсен ĕçĕ-хĕлне çутатассине пурнăçласа пырать. Хаçат 80 çул район пурнăçĕн вĕçĕмсĕр кĕнекине çырать. Район хаçачĕ тухса тăма тытăннăранпа 80 çул çитнĕ ятпа эпĕ ăна кăларас тĕлĕшпе ĕçлекенсене, пирĕнпе çыхăну тытакан ялкорсене, пичет ветеранĕсене, вулакансене пĕтĕм чĕререн саламлатăп, ырлăх-сывлăх сунатăп. |