Лиза, Тỹскелĕнчи сумлă Михаил Александровичпа Галина Семеновна Александровсен пилĕк ачинчен пĕри, вун иккĕ-вун виççĕре чухнех колхозра аслисемпе тан тăрса çум çумланă, йĕтем çинче ĕçленĕ. Елчĕк шкулĕнче вĕреннĕ хушăрах: "Ỹркенмест, пултарать" сăмахсене тивĕçнĕ. Тен, çакна илтнĕрен, вун çиччĕ урлă тин каçнă хĕре вăл вăхăтра "Колхоз ялавĕн" яваплă секретарĕ пулнă П.М.Михайлов типографире ĕç пурри çинчен пĕлтерет. _ Тем пекехчĕ те, анчах мана колхоз паспорт илме ирĕк памасть, _ хумханса пĕлтерет Лиза. _ Кăмăлу пулсан, малтан ĕçе вырнаçтарăпăр, унтан колхозран тухса паспорт илме пулăшăпăр, _ тет Петр Михайлович. Шăпах çак кĕске калаçу хыççăн, 1954 çулхи раштавăн пĕрремĕшĕнче, типографире ĕçлеме тытăнать Елизавета Александрова (мăшăрланнă хыççăн _ Зайцева). Çавăнтан пуçласа хĕрĕх çула яхăн, пенсие тухсан та тепĕр виçĕ çул, хаçата наборлаканра, калăплаканра тăрăшать вăл. _ Наборщица кам иккенне малтан хам та чухламан, _ каласа парать паян нумай наградăпа пĕрле "Ĕç ветеранĕ" медале те тивĕçнĕ Елизавета Михайловна. _ Цинк шрифтсенчен пĕрер сас паллин пухса хаçат тăвакан иккен вăл. "Чăх кун каçипе апат шыранă пек суйлаттăмăр та вĕсене малтан уйрăм текст пухаттăмăр, унтан _ пĕтĕм страница. Сас паллисем пурте кутăнла выртнăран ăна ытти çын тертленмесĕр вулайман та. Çитменнине ал-ура кунĕпех краска ăшĕнчеччĕ. Усă курнă шрифтсене краççынпа çуса тасатнăран цехран пĕрре те сăмсана çуракан шăршă сирĕлмен. _ Мĕн илĕртнĕ сире, хĕр упраçсене, çав йывăр вырăнта ĕçлеме? _ Кăштах укçа тỹленĕ ĕнтĕ, паллах. Анчах пуринчен ытларах эпир хаçат тăвакансем пулни килĕшетчĕ. Çĕнĕ хыпарсене, журналистсем мĕн çырнине никам та мар, эпир чи малтан вуланă вĕт! Хамăр халăх валли чи кирлĕ информаци хатĕрленипе савăнаттăмăр та мăн кăмăлланаттăмăр. Кунĕпе ĕçлесе пухнă текст е пĕтĕм страница ăнсăртран тăкăнса сая кайсан (ун пекки те пулнă!) йĕрес патнех çитеттĕмĕр. Тепĕр чух ĕçе сĕм çĕрлеччен е ирчченех çĕнĕрен пурнăçлаттăмăр пулсан та, çиллессĕн алă сулса типографирен пăрахса кайман. Ĕçе тĕплĕ тунăшăн, текстсене хăвăрт тата йăнăшсăр пуçтарнăшăн мухтатчĕç е кăштах преми парса хавхалантаратчĕç те, пĕтĕм асапĕ, цинкпа краççын сывлăха сиен кỹни те манăçатчĕ. Коллектив ялан пĕр тĕллевлĕ, туслă пулни хавхалантаратчĕ тата. Пĕрле çума-çумăн ĕçленĕ Галя Иванова, Елена Васильева, Лидия Трофимова, Валя Яковлева, Роза Палашкина, Оля Тимофеева тата ыттисем те йывăрлăх умĕнче пĕрре те пуç усман. Утмăлмĕш çулсен пуçламăшĕнче, районсем Патăрьелпе пĕрлешсен, Лизăпа унăн тантăшĕсем тĕрлĕ çĕре ĕçлеме вырнаçаççĕ. Анчах нумаях та вăхăт иртмест, кỹршĕри Пăва хулинчен чăвашла хаçат кăларакансем килсе çитеççĕ. "Тархасшăн пулăшăр пире. Наборщицăсем кирлĕ!" _ теççĕ вĕсем. Çапла Лизăпа Галя юлташĕ Пăва районĕнчи чăвашсем валли тăван чĕлхепе вуламалли "Ялав" хаçат никĕслевçисен шутне кĕрсе юлаççĕ. Типографи директорĕ вĕсене часах хваттер шантарать, ĕç укçине те лайăх тỹлет. Анчах, çĕнĕрен Елчĕк районĕ йĕркелесен, хĕрсем каялла вырăнти типографие таврăнаççĕ. Шел, Лизăн мăшăрĕ _ Авксенти _ çамрăклах çĕре кĕрет. Апла пулсан та хастар хĕрарăм хуçăлса ỹкмест. Ăна ĕçри тусĕсем тăтăш пулăшаççĕ, хавхалантараççĕ. Сисмест те, пĕчченех ачисене çитĕнтерет: вĕрентсе кăларать, авлантарать, качча парать. Мăнукĕсем тĕнчене килсе кукамăшне савăнтараççĕ. Çакна та палăртни вырăнлă: Елизавета Михайловнан хуçалăхĕ _ ялта чи çирĕпписенчен пĕри. Ваттисем каларăшле "Чăх-чĕп вĕçсе каçайми картиш-хуралтăсем, курница пек кил-çурт..." Пахчинче вара, çĕр улмисĕр пуçне, вун-вун тĕрлĕ улма-çырла, виноградпа айва таранах ăнса пулать. _ Тин çеç хаçат юбилейне йыхрав илтĕм. Каясчĕ-ха. Пĕрле ĕçленисене курасчĕ, паянхи çамрăксемпе юнашар тăрса пĕрер юрă та пулин юрласчĕ, _ тет нумаях пулмасть 75 çул тултарнă пархатарлă ĕçчен. |