Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ял çынни ана çинче

Тăрăм ял тăрăхĕнче пурăнакансем хальхи вăхăтра хĕрỹ ĕçре. Севок, сухан пысăк лаптăк çинче çитĕнтереççĕ вĕсем. Ял çынни вĕсене туса илсе сахал мар тупăш кĕртет. Уйрăмах Тип Тимешри А.Карпов, В.Павлова, Тăрăмри Б.Афанасьев, Н.Енедеров, Анатри Тимешри Н.Кривов, Хĕрлĕçырти Н.Александров, С.Петухов хуçалăхĕсем харсăр пулнине палăртмалла. Вĕсем çу каçа хăйсен çĕрĕ çинче тар юхтараççĕ. Пилĕк авнин усси пур, ытти пахча çимĕçпе, çĕр улмипе танлаштарсан, севок, сухан хакĕ йỹнĕ мар. Калăпăр, халĕ суханăн 1 килограмне 10 тенкĕпе ана çинченех туянаççĕ.


"Елчĕк Ен"
21 июля 2012
00:00
Поделиться