Пирус туртакан - хăйне шăтăк алтакан
Ял çыннисене сывă пурнăç йĕркипе туслаштарас тесе сахал мар ĕç туса ирттеретпĕр эпир. Фельдшерпа акушер пунктне пыракансем йышăнăва кĕрес тесе черет кĕтсе ларнă вăхăтра тĕрлĕ чир-чĕртен мĕнле сыхланмаллине пĕлтерсе çырнă папкăсемпе, слайдсемпе паллашма пултараççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тесе ял çыннисемпе калаçусем ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕ. Табак туртассине хирĕç кĕрешсе Тĕп урамра пурăнакансемпе чи малтанах фельдшер пунктĕнче "Пирус туртакан - хăйне шăтăк алтакан" темăпа калаçу ирттертĕмĕр, унтан зарядка турăмăр. Каярахпа урама тухса мотоциклистсемпе велосипедистсем хушшинче ăмăрту йĕркелерĕмĕр. Унта ватти те, вĕтти те хаваспах хутшăнчĕ. Çĕнтерỹçĕсене хавхалантармалли майсем те тупрăмăр. Юлашкинчен пурте пĕрле усăллă курăксенчен вĕретнĕ чей ĕçсе килентĕмĕр. Пур ĕçре те мана Ирина Смирнова санитарка пулăшса пырать.
"Елчĕк Ен"