Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Патшалăх пулăшу аллине тăсать

Е.ПЕТРОВА.
Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Халăхпа тĕл пулнă май ертỹçĕсем паянхи çивĕч ыйтусене хускатнă: вырма ĕçĕсене вăхăтлă тата пахалăхлă пурнăçласси, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн "Чăваш Республикинчи вĕренỹ учрежденийĕсенче тăрăшакан çамрăк вĕрентекенсене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх енчен пулăшмалли майсем çинчен", "Виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасене уйăхсерен паракан укçа тỹлевĕ çинчен" Указĕсене пурнăçа кĕртесси тата ытти те. Чăваш Енĕн министерствисемпе ведомствисен представителĕсем районта ĕçлĕ визитпа пулнă май виçĕ ушкăна пайланса тĕрлĕ ял тăрăхĕсене çитсе курнă. Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ И.Исаев, Федерацин ветеринари тата фитосанитари тĕрĕслев службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçи И.Дмитриев хутшăннă ушкăн Елчĕк ял тăрăхĕнче пулнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче ĕçлĕ ушкăн Елчĕкри йăлара усă куракан хытă каяшсен полигонне хута ярас ыйтăва хускатнă. Район пуçлăхĕн çумĕ Г.Анисимова, "Россельхозбанк" ОАОн регионти филиалĕн тата асăннă банкăн Елчĕкри хушма офисĕн ертỹçисем И.Письменскаяпа А.Миллин "Урожай" ОООра пулса хуçалăх юсаса хута яма пуçăннă ĕне витипе паллашнă, Тăрăм ял тăрăхĕнчи активпа курнăçнă. Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертỹçи _ Чăваш Енĕн тĕп патшалăх ветеринари инспекторĕ Г.Яковлев, Елчĕкри выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцин начальникĕ А.Скворцов "Комбайн", "Победа" хуçалăхсене çитсе курнă, кунти коллективсемпе курнăçнă. Обществăн тĕп пуянлăхĕ сывă та телейлĕ ачасем пулнине шута илсе патшалăх нумай çемьеллĕ ачасене хавхалантарни ырă пулăм. Пĕрлехи информаци кунĕнче ял çыннисем Чăваш Ен Пуçлăхĕн нумай ачаллă çемьесене хавхалантарма май паракан Указĕпе уйрăмах кăсăкланса паллашнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа виççĕмĕш ачашă-н 3 çул тултариччен 5200 тенкĕ тỹлесе пыма шантарнине ырланă вĕсем. Хушма хуçалăх тытакансене сĕт йỹнĕ пулни пăшăрхантарать, сĕт паракан выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетекенсене мĕнлерех çăмăллăхсемпе тивĕçтерни интереслентерет. Сĕт хакĕ чакнă вăхăтра малашне ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене, хушма хуçалăх тытакан граждансене сĕт туса илессипе тата ăна вырнаçтарассипе çыхăннă тăкаксене патшалăх енчен саплаштарма палăртни ял çыннине хавхалану кỹрет. Ку ыйтăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2012 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинче сутлăх сĕт туса илес тата ăна вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене, çав шутра хушма хуçалăх тытакан граждансене тата агропромышленноç комплексĕн организацийĕсене, вĕсен йĕркелỹ-право формине пăхмасăр, патшалăх пулăшăвĕ памалли майсем çинчен" Указĕ татса пама пулăшĕ. Унпа килĕшỹллĕн, республика бюджечĕн укçи-тенки шутĕнчен субсидисем уйăрса парас йĕркесене ĕçе кĕртме палăртаççĕ.


"Елчĕк Ен"
21 июля 2012
00:00
Поделиться