Украина, Абхаз, Кăнтăр Осети, Кăркăс, Казахстан, Таджикистан Республикисене канма, курма каякан Раççей Федерацийĕн гражданĕсене çак çĕр-шывсене визăсăр кĕртесси пирки килĕшỹ çирĕплетнĕ. Çавна май Раççей Федерацийĕн гражданĕсен хăйсемпе пĕрле канма е курма каякан 14 çула çитмен ачан çурални çинчен калакан свидетельствине миграци службин хăйсем пурăнакан вырăнсенчи территори пунктне илсе пымалла. Свидетельство тăрăх сирĕн ача Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулнине çирĕплетеççĕ. Гражданство пуррине ĕнентерекен тивĕçе, 2002 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа вăя кĕнĕ "Раççей Федерацийĕн гражданстви çинчен" Федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн 2002 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен çуралнă çула çитмен ачасен тĕлĕшĕпе ашшĕ е амăшĕ, вĕсем мар пулсан ачан саккунлă представителĕ пурнăçлать. Вĕсен çакăн çинчен миграци службин хăйсем пурăнакан вырăнти территори пунктне сăмахпа каласа пĕлтермелле. Свидетельство тăрăх ача Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулнине ĕнентернин ыйтăвне çав кунхинех татса пама тивĕçлĕ.14 çула çитмен ача Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулнине çирĕплетекен тивĕçе ашшĕ е амăшĕ, вĕсем мар пулсан, ачан саккунлă представителĕ заявлени çырса пурнăçлать. Заявленипе пĕрле миграци службин пурăнакан вырăнти территори пунктне ачан çурални çинчен калакан свидетельствине, çавăн пекех ача çуралнă вăхăтра ашшĕпе амăшĕ Раççей Федерацийĕн гражданинĕсем пулнине ĕнентерекен документсене илсе пымалла. Ыйтăва 10 кун хушшинче татса пама тивĕçлĕ.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.