Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăваш Ен команди - пĕрремĕш!

Çак кунсенче республикăра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри çуллахи IX ял спорт вăййисем авалхи Олимпиадăна аса илтерчĕç. Утмăл икĕ регионти 2500 яхăн спортсменпа физкультурник Шупашкарти Тĕп стадионта, Кỹкеç поселокĕ çывăхĕнчи уй-хирте тата Çĕнĕ Шупашкарти спорт керменĕсенче кăна мар, юрă-ташăра та тупăшрĕ. Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Кỹкеç поселокĕ çывăхĕнче спортăн вун çичĕ енĕпе иртнĕ ăмăртăвĕсенче пирĕн республика чысне хĕрĕх спортсменпа физкультурник хỹтĕлерĕ. Çивĕч кĕрешỹре полиатлонистсем, ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсем, самбистсем, кире пуканĕ йăтакансем тата канат туртакансем уйрăмах лайăх ăмăртрĕç. Вĕсен командисем пурте малти вырăнтан пĕрне йышăнчĕç. Ăмăртусем утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче кăнтăрла иртсен вĕçленчĕç. Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисен тĕп судйи, XXVI Олимп вăййисен чемпионки, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева пĕлтернĕ тăрăх - комплекслă зачетра пирĕн республикăн команди пĕрремĕш вырăна тухнă.


"Елчĕк Ен"
21 июля 2012
00:00
Поделиться