Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Авăнмасăр авăн ĕçне тума çук

Присоединенное изображение

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тырă вырма тухрĕç. Районти комисси малтан вырăнсенче пулса яваплă тапхăра мĕнле хатĕрленнине хак панă. Çак сăлтавпа ирттернĕ канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пычĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кăçал пĕтĕмпе 18000 гектара яхăн лаптăкран пухса кĕртмелле. Ĕç калăпăшĕ иртнĕ çулсенче те çакăнтан кая пулман. Йĕпе-сапа пулмасан çитĕннĕ тыр-пула икĕ эрнере пỹлмесене пухса кĕртмелле. Анчах çанталăк ăсне пĕлме те çук. Çакна шута илсе "Прогресс", "Свобода", "Нива" агрофирма", Ленин ячĕллĕ, "Сатурн", "Колос" ял хуçалăх предприятийĕсенче чи кăткăс лару-тăрура ĕçлеме хатĕрленнĕ. Вĕсенче, кирлĕ пулсан, пысăк хăватпа ĕçлекен, тырă типĕтекен комплекссене хута яма та пултараççĕ. Ĕç хăвăртлăхĕ вырмана хутшăнакан ял хуçалăх техники мĕнле пулнинчен те нумай килет. Ку чухнехи хăватлă комбайн-тракторсемпе, тырра алласа сортлакан агрегатсемпе усă куракан "Прогресс", "Победа", "Комбайн", "Сатурн", "Рассвет", "Яманчурино" ял хуçалăх предприятийĕсенче, "Аранчеево" агрофирма", "Арланово", "Марс", "Знамя" ял хуçалăх предприятийĕсенчипе танлаштарсан, ĕç тухăçлăхĕ кирлĕ шайра пуласси пирки иккĕленмелли çук. Техника паркне пуянлатассипе кăçал уйрăмах "Победа" сахал яваплă юлташлăх ăнăçлă ĕçлеме пултарчĕ. Кунта 20 миллион! тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннă. Ял хуçалăх предприятийĕсене ертсе пыракансен ретне мал ĕмĕтлĕ çынсем ытларах хутшăнса пыни ыттисене те туртăнма хистет. Юлашки çулсенче Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнчи ырă улшăнусем те куç умĕнче. Кунта çĕр ĕç культурисене туса илессинче агротехника ыйтнине шута илсе пурнăçласси йĕркене кĕрет. Кăçал ДОН-680 М йышши выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайн туянма вăй çитерчĕç, унпа тухăçлă усă кураççĕ. Районĕпе вырмана 74 комбайн хутшăнмалла. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕлемелли лаптăка шута илсен пĕр "уй-хир карапне" 238 гектар ĕç калăпăшĕ тивет. Çав шутра çĕнĕ йышши, пысăк хăватпа ĕçлекен ACROS-530, "Вектор" комбайнсем 11 единица пур, вĕсем сезонра 1000 гектара яхăн лаптăкри тыр-пула пухса кĕртме пултарнине шутласан лару-тăру ытлашши пăшăрханмалли мар пек туйăнать. Анчах кивелсе çитнĕ комбайнсемпе усă куракансем те пур-çке. Хĕрỹ тапхăрта уй-хирте техникăна çỹретессинчи хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнассине те тĕп вырăна хумалла, хирте, йĕтемре пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсем пулмалла. Хăватлă техникăн вăрттăнлăхĕсене алла илме механизаторсене ятарласа вĕрентмелле. Иртнĕ çулхи вырма вăхăтĕнче Тăвай районĕнче пулса иртнĕ тĕслĕхе аса илер: унта пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнманнине пула вĕр çĕнĕ ACROS-530 комбайн çунса йĕркерен тухнă. Çакăн йышши инкексем пирĕн патăмăрта ан пулччăрах. РФ Энергетика министерствипе РФ Ял хуçалăх министерстви иртнĕ çулсенчи пекех ял хуçалăхĕнче тавар туса кăларакансене çăмăллăхлă йĕркепе автобензин тата дизтопливо уйăрма палăртнă. Чăваш Республикине тивĕçекен пайран пирĕн районти аграрисене те 968 тонна çунтармалли-сĕрмелли материал уйăраççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, паллах, патшалăхран йỹнĕ хакпа бензин-топливо уйăрасса кĕтсе ларма пултарайман. Çак вăхăтчен вĕсем тĕрлĕ майсемпе усă курса çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ туяннă. Çурла уйăхĕн пĕр-ремĕш вунă кунлăхĕнчен пуçласа кĕрхи культурăсене те акма тытăнмалла. Кăçал ăна пĕтĕмпе 5500 гектар çинче акса хăварма палăртнă. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисен, агрономсемпе инженерсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен пĕрлехи канашлăвĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăçалхи 6 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетрĕç. 

Сăн ỹкерчĕкре: "Яманчурино" ОООра тыр-пул тухăçĕ аван пулмалла, халĕ ăна пухса кĕртесси çинчен шутламалла; "Победа" ОООра тырă йышăнмалли складсем те, сортлакан машинăсем те ĕçе хатĕр.



"Елчĕк Ен"
21 июля 2012
00:00
Поделиться