Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ял хуçалăхне пулăшма

РФ Энергетика министерстви пĕлтернĕ тăрăх - кăçал уй-хир ĕçне пурнăçлама аграрисене çăмăллăхлă йĕркепе автобензин тата дизтопливо пĕлтĕрхинчен 10,2 процент нумайрах сутĕç. РФ Ял хуçалăх минисерствипе вăл çурла-чỹк уйăхĕсенче мĕн чухлĕ уйăрассине палăртнă. РФ финанс министерстви шутланă тăрăх - хресченсене çунтармалли-сĕрмелли япаласем йỹнĕрех сутнăран нефть компанийĕсем иккĕмĕш çур çулта 16 миллиард тенкĕ çухатĕç. Вĕсем тупăш кăшт кăна сахалрах илнĕрен çука юлмĕç. Ура çинче çирĕп тăрайман агропромышленноç комплексĕшĕн 10,2 процент - пысăк пулăшу.


"Елчĕк Ен"
18 июля 2012
00:00
Поделиться