Район хаçачĕ - манăн пурнăçра
В.ВАСТУЛОВА, Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕн заведующийĕ.
- Хам çуралса ỹснĕ Елчĕк тăрăхĕнчи "Колхоз ялавĕ" (халĕ "Елчĕк ен") хаçат манăн пурнăç юлташĕ. Эпĕ астăвасса, ăна пирĕн кил-йышра пурте юратса вуланă. Район хаçачĕ пирĕншĕн яланах кĕтнĕ хăна пулнă. Атте, Григорий Иванович Немцев, 1960 çулсен вĕçĕнче "Колхоз ялавĕ" хаçата аякра пурăнакан хăйĕн тăван йăмăкне - Ульха аппана Свердлов облаçнех ярса паратчĕ. 1977 çулта мана шăпа район хаçат редакцине илсе çитерчĕ. Кунта эпĕ малтанах корреспондент, çырусен пайĕн заведующийĕ пулса 1982 çулччен тăрăшрăм. Туслă коллективра ĕçлеме питех те килĕшетчĕ мана. З.М.Никифорова, Ю.С.Кузьмина, А.С.Емельянов ĕçтешсем мана, çамрăкскере, яланах пулăшма тăрăшатчĕç, вĕсене уншăн пысăк тав. Ял хуçалăх пайĕн корреспонденчĕ пулнă май районти кашни колхоза, кашни яла çитсе курни, нумай çынпа паллашни мана пурнăçра чăннипех те пулăшрĕ.
В.МОСКОВСКИЙ, ĕç ветеранĕ, краевед. Акчел ялĕ. - "Елчĕк ен" ("Колхоз ялавĕ") хаçат мана тăван тавралăх, унта пурăнакан çынсем, вĕсен пурнăçĕ çине тата та тимлĕрех пăхма вĕрентрĕ. Пуçри шухăшсене, чунри туйăмсене çынсем патне çитерсе, вĕсене те шухăшлаттарма хистерĕ тесен те йăнăш пулмасть пулĕ. Хаçата çырасси хăйне евĕрлĕ кăткăс ĕç пулни çинчен те пĕлме тиврĕ. Çапла вара çыравçă ĕçĕ, тăван тавралăха тĕпчесе пĕлес ĕçпе пĕрле, манăн пурнăçăн пĕр пайĕ пулса тăчĕç.