Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хаçат çапла çырнă

Производствăллă çĕкленỹ Фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине вăрçăпа тухни Елчĕкри сĕтел-пукан мастерскойĕнче ĕçлекенсене чĕререн тарăхтарса ячĕ. _ Фашистла юнĕçенсем пирĕн юратнă тăван çĕршыв çине вăрă-хурахлă тапăннине хирĕç эпир стахановла ĕçленипе ответлетпĕр. Ирсĕр разбойниксене çапса аркатма яланах хатĕр тăнине производствăллă çĕкленỹпе, ĕç дисциплинипе çирĕплетнине кăтартса парăпăр, _ теççĕ рабочисем. Рабочисем хăйсен сăмахне пурнăçланине вĕсем ĕç нормисене ирттерсе тултарни лайăх кăтартса парать. Акă, В.Лебедев кулленхи ĕç нормине 112 процент, Н.Седов - 109 процент, пĕртăван Зингеровсем 107-110 процент тултарса пыраççĕ. Технорук

СЕМЕНОВ. Июлĕн 3-мĕшĕ.

Хĕрарăмсем медсестрасем пулма вĕренеççĕ

Урса супăшнă ирсĕр те сĕмсĕр тата юнĕçен фашистсем Совет Союзĕ çине тапăннине ответлесе районри нумай хĕрарăмсем производствăран уйрăлмасăр медсестрасем пулма вĕренме кăмăл турĕç. Медсестрасем хатĕрлессипе халĕ 28 кружок ĕçлет. Вĕсенче 500 хĕрарăма яхăн вĕренеççĕ. Аслă Елчĕкре 29 колхозница, Çĕнĕ Пăвара 35 колхозница, райбольница çумĕнче 35 хĕрарăм вĕренеççĕ. Занятисене врачсем тата вăтам пĕлỹ илнĕ медработниксем ирттереççĕ. П.И-в.

Июлĕн 13-мĕшĕ.

Колхозниксен парни

Ворошилов ячĕпе тăракан колхозри 2-мĕш бригада колхозникĕсем Хĕрлĕ çара пулăшса 150 тенкĕ укçа, 1,45 центнер тырă, 50 литр сĕт пачĕç. Тăван çĕршыв оборонине тĕреклетме 61 çулхи колхозник Степанов Кондратий пĕр пăт ыраш, Иванов Ф. тата Емельянов Г. 50-шар килограмм тырă, Емельянова Анна 20 литр т. ыт. те пачĕç.

И.ЕМЕЛЬЯНОВ. Сентябрĕн 20-мĕшĕ.



"Елчĕк Ен"
18 июля 2012
00:00
Поделиться