Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕксен çитĕнĕвĕ

Присоединенное изображение

Пирĕн республикăра иртекен Пĕтĕм Раççейри çуллахи IX ял спорт вăййисен иккĕмĕш кунĕнче Елчĕк районĕнчи кире пуканĕ йăтакансем виçĕ медаль çĕнсе илнĕ. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче Ĕнел ялĕнчи Вера Николаева 59 кг çитичченхи виçере абсолютлă чемпионка пулса тăнă. Унăн пиччĕшĕ, Олег, 105 кг çитичченхи виçере ăмăртнă. Вăл кăкăр çинчен кире пуканĕсене тĕртессипе - иккĕмĕш, кире пуканне сулласа йăтассипе виççĕмĕш пулнă. Икĕ енлĕ ăмăртура пăхăр медаль çĕнсе илнĕ. 73 кг виçере Кавалта çуралса ỹснĕ, Европа чемпионĕ, нумай-нумай ăмăртусен çĕнтерỹçи Сергей Соловьев та спорт вăййисен чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ. Сергей кире пуканне сулласа йăтассипе çĕнтернĕ, кăкăр çинчен кире пуканĕсене тĕртессипе тăваттăмĕш кăтарту тунă. Анчах çакă ăна чемпион ятне çĕнсе илме чăрмантарман. Пĕтĕм Раççейри çуллахи IX ял спорт вăййисенче спортăн 17 тĕсĕпе ăмăртнă. Елчĕк районĕн çỹлерех асăннă спортсменĕсем унта кире пуканĕ йăтассипе республика чысне хỹтĕленĕ. Ку енĕпе командăсем хушшинче Чăваш Республикинчи кире пуканĕ йăтакансем çуллахи спорт вăййисенче виççĕмĕш вырăна тухни пысăк чыс. (Тема тăсăмĕ - 2 стр-ра).

Сăн ỹкерчĕкре: Вера тата Олег Николаевсем.



"Елчĕк Ен"
18 июля 2012
00:00
Поделиться