Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕнĕлле ĕçлетпĕр - пурнăçа малалла яратпăр

Виçĕм кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Иртнĕ эрне тăршшĕпех вăл ял хуçалăх производство кооперативĕсенче выльăх апачĕ, фермăсене хĕле хатĕрлес ĕçсем мĕнле пынине, çĕр улми, каярах пулакан ял хуçалăх культурисем мĕнле çитĕннине тишкернĕ. Çакăн енĕпе хăйĕн шухăшĕсемпе, ĕçе лайăхлатмалли майсемпе канашлура паллаштарчĕ. Вырмана тухиччен нумай çул тата пĕр çул ỹсекен культурăсенчен сенаж хывса хăварни ĕçе чылай çăмăллатать. "Прогресс" акционерсен обществинче нумай çул ỹсекен курăксенчен сенаж хывнă, халĕ пĕр çул ỹсекен курăксенчен хатĕрлесси вĕçленнĕпе пĕрех. Пĕтĕм технологие пăхăнса сенажа ĕçе пуçăннă хыççăн виçшер кунран кая юлмасăр 10 траншея хывса хăварнă. Çийĕнчен вĕсене пленкăпа витнĕ. Çапла майпа сенаж паха упранать. Хуçалăх ертỹçисем çак ĕç çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, пĕтĕм техникăна сенаж хывма явăçтараççĕ. Шел, çакăн пек ĕçлекен хуçалăхсем сахал. "Комбайн", "Победа" хуçалăхсем те çакнашкал ĕçлеççĕ, вĕсен ертỹçисем те ĕçшĕн хыпса çунаççĕ пулсан, сенажа икĕ эрнене яхăн хывакан ял хуçалăх предприятийĕсем те пур. Акă, "Свобода" ЯХПКра сенажа 12-мĕш кун хываççĕ. Çакăн пек ĕçлесен выльăха япăх пахалăхлă апат çитерекен хуçалăх пысăк сăвăм илеймесси паллă ĕнтĕ. Сăмах май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Шăмалакра фермăсен витисем юхăннине, витесенче юсав ĕçĕсене халĕ те пуçăнманнине палăртрĕ. Çакнашкал ĕç юхăнлăхĕ чылайранпа пырать. "Свобода" тĕслĕхĕ пĕрре мар. Хăш-пĕр хуçалăх ертỹçисем ĕçе, работниксен ĕç условийĕсене лайăхлатас енĕпе вуншар çул нимĕн те тумаççĕ. Çав вăхăтрах хăйсем ĕçлекен çук тесе ỹпкелешеççĕ. Навуса кивĕ йышши транспортерпа кăларасси, кĕреçепе ĕçлесси çинчен манмалла ĕнтĕ. "Урожай" ОООра юхăнса ларнă витесене çĕнетнĕ ферма тĕслĕх вырăнне пулмалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртесси пирки тăтăш сăмах хускатать. Канашлура экран çине илсе кăтартнă тĕслĕхсене курсан тĕлĕнмелли пурах. Ĕçе япăх мар йĕркелесе пыракан "Яманчурино" ОООра (кун пеккисем кашни хуçалăхра тенĕ пек пур) 35 çул каялла туса кăларнă сортировкăсемпе усă кураççĕ. "Комбайнра" вара тырра вăрлăхлăх, фуражлăх сортлакан комплекс хута янă. Яманчỹрелсем тырра асаттесен мелĕпе, Кавалта пĕтĕм ĕçе çĕнĕ технологипе, алă вăйĕпе пурнăçламасăр тасатаççĕ. Уйрăмлăх çĕрпе пĕлĕт пек. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн секторĕн заведующийĕ М.Павлова нумай ачаллă çемьесене çĕр уйăрса парас саккуна мĕнле пурнăçласа пыни çинчен каласа пачĕ. Районта нумай ачаллă çемье 290 шутланать. Ял тăрăхĕсен ертỹçисен çурт-йĕр лартма, килти хуçалăха тытса пыма, дача участокĕ валли çĕр участокĕсене уйăрса памалла, тивĕçлĕ документсене хатĕрлемелле. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов ял хуçалăхĕнчи ĕçсемпе паллаштарчĕ. Вăхăта кĕтмесĕр кĕрхи культурăсене вырма тухмалла, вырма ĕçĕсене халех пуçăнмалла. Пушар хурал чаçĕн ертỹçи А.Кузнецов çуллахи шăрăх кунсенче пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пурнăçласа пыма коллективсенче ăнлантару ĕçĕсене туса пымалли çинчен аса илтерчĕ.



"Елчĕк Ен"
18 июля 2012
00:00
Поделиться