Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Улăпа" çỹренин усси пысăк

 Çĕмĕрлере полиатлон енĕпе республика чемпионачĕ тата республикăра мала тухмалли ăмăрту иртнĕ. Çуллахи нумай енлĕ ăмăртура район чысне Елчĕкри "Улăп" физкультурăпа сывлăх комплексне çỹрекенсем хỹтĕленĕ. Вĕсем пневматика винтовкинчен перессипе, çулĕсене кура 60 е 100 метра чупассипе, мечĕк е граната ывăтассипе, 1000 метра (2000 м, 3000 м) чупассипе, шывра ишессипе ăмăртнă. Район команди виççĕмĕш вырăн йышăннă. Уйрăмах пирĕн спортсменсем шывра ишессипе лайăх кăтартусем тунă. Çакăнта спорт комплексĕн инструкторĕ А.Васильев ирттерекен занятисен усси палăрнă. Пилĕк енлĕ ăмăртура Н.Карпова (вăл 1997-1998 çулсенче çуралнă хĕр ачасен ушкăнĕнче тупăшнă), А.Леонтьев (1995-1996 ç.ç.) хăйсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Н.Седова тата М.Скворцов - иккĕмĕш, А.Егорова, В.Седова виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Спортсменсене Çĕмĕрлене кайса килме А.Краснов уйрăм предприниматель пулăшнă.



"Елчĕк Ен"
30 июня 2012
00:00
Поделиться