Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Асра юлакан юбилей

Присоединенное изображение

 Клуб учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ вăхăт таппине кура улшăнса, çĕнелсе пырать. Халĕ вĕсем концертсемпе спектакльсем лартмалли, кино кăтартмалли вырăн пулнипе çырлахмалла мар, çĕнĕ ĕç формисем шырамалла, çынсем пĕр-пĕринпе курса калаçмалли, вăхăта интереслĕ ирттермелли, канмалли, хастар, пултаруллă çынсене асра юлмалла чысламалли учреждени пулмалла. Ытлари кун районти культура работникĕсем çакна Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче тĕслĕх вырăнне питĕ лайăх кăтартса пачĕç. Сăлтавĕ те пулчĕ, район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Антонина Анатольевна Александрова çуралнăранпа çур ĕмĕр çитрĕ. Антонина Анатольевна Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ, вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пынă çамрăк общество ĕçĕнче те хастар, ачасемпе çамрăксен чăн-чăн лидерĕ пулнă: шкулти пионер дружинине ертсе пынă, концертсемпе спектакльсем лартассине йĕркеленĕ, спорт ăмăртăвĕсенче малти ретре пынă, районти "Елчĕк ен", республикăри "Пионер сасси" хаçатсене çырса тăнă - пурне те асăнса пĕтереймĕн. Шкул хыççăн Канашри педагогика училищинчен, Хусанти культура институтĕнчен вĕренсе тухнă, Елчĕкри вăтам шкулта учительте, шкул директорĕн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă. Юлашки 10 çулта районти культура учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе пырать. А.Александрован пултарулăх каçĕнче тунсăхласа ларакан пулмарĕ. Ăна кăсăк, хавас, шỹтлĕ йĕркеленĕрен вăхăт сисĕнмесĕрех иртрĕ. Пултаруллă çыннăн пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне культура çыннисем асра юлмалла сăнласа пачĕç. Акă, ĕмкĕчпе, ача калпакĕпе, аллинче микрофонпа, алли çине "культработник" çырнă хутпа тин çуралнă ачана больницăри медработник ашшĕ-амăшĕ патне коляскăпа лартса тухать. Ку вăл - юбиляр! Тепĕр самантран вăл шкул ачи, унтан вĕрентекен, культработник. Антонина Анатольевна пултаруллă ертỹçĕ кăна мар, концертсене, савăнăçлă уявсене ăста ертсе пыракан та, юрлакан та, спектакльте вылякан та. Вăл В.Кушмановпа драма спектаклĕнчи пĕр сыпăка выляса панă май унăн артист пултарулăхĕ те палăрчĕ. В.Изратовпа пĕрле лартса панă инсценировкăна курсан залра ларакансем варĕсене тытсах кулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин юбиляра паллă кун ячĕпе саламларĕ, Хисеп грамотипе чысларĕ, илемлĕ чечек çыххи парнелерĕ. Саламлаканĕсем вара йышлă пулчĕç, район администрацийĕнче пĕрле ĕçлекенсем, вăтам шкул вĕрентекенĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертỹçисем, культура работникĕсем. Юбиляр ячĕпе нумай ăшă сăмахсем янăрарĕç пултарулăх каçĕнче. Культура работникĕсем, "Варкăш" ансамбль юбиляра, пултарулăх каçне килнĕ хăнасене хаваслă та шỹтлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. Пултарулăх каçĕпе Антонина Анатольевна та, вырăнти артистсемпе хăнасем те кăмăллă юлчĕç. 

Е.ИГНАТЬЕВА сăн ỹкерчĕкĕ.



"Елчĕк Ен"
30 июня 2012
00:00
Поделиться